Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăç ларт та ăна упра

Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçласа районта «Йывăç ларт тата ăна упра» акци иртрĕ. Унăн тĕллевĕ район территорине илемлетсе тирпей-илем кĕртесси тата халăх сывлăхне сыхласси. Ку акцине районти пур предприятисемпе организацисем, шкулсемпе ача сачĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти кăмăл тăвакансем хутшăнчĕç. Акă нумаях пулмасть Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекенсем Ара шывĕ хĕррине йывăç лартассипе туслăн кайса килчĕç. Вĕсем 500 тĕп йывăç лартнă. Чулкасри тĕп шкулта вĕренекенсем - 45 ача - ял тăрăхĕн территорийĕнче - шкулти стадионра, сад пахчинче, Анаткас ял çумĕнчи уçланкăра тĕрлĕ йывăçсем лартрĕç, шкул территорине тирпей-илем кĕртрĕç. Çамрăк хунавсене юнашар ÿсекен вăрмантан илсе килнĕ. Лартасса лартнă-ха, упрамалли кăна юлать.



31 октября 2009
00:00
Поделиться