Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пай çĕрĕсемпе еплерех усă куратпăр-ха?

РФ Президенчĕ 1996 çулта «Граждансен çĕр илмелли конституциллĕ правине пурнăçа кĕртесси çинчен» Указ кăларнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕр тÿлевсĕр илес текенсене çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕç. Çак пулăм пĕрисене савăнтарчĕ, теприсем çĕрпе еплерех усă курмалли пирки шухăша путрĕç, виççĕмĕшĕсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ хăратрĕ те темелле.

Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, çĕр пайĕ сан ятупа çырăнса тăрать пулсан уншăн явапне те тытмалла, туллин усă курмалла. Хальхи вăхăтра çăмăлах пулмасан та чылайăшĕ çĕр хуçисем пулса тăчĕç.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çынсен харпăрлăхĕ шутланакан ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕ районта пурĕ 23 пин те 842 гектар ытла, ку 10 пин те 775 пай шутланать. Сăмахран, Арапуç ял тăрăхĕнче 1277 гектар çĕр çинче харпăрлăх çĕр пайĕ 702, вĕсенчен 63-шне никам та илмен, ку 138 гектар. 76 çĕр лаптăкĕ туса 317 пая - 524,4 гектар - учета тăратнă. Патшалăх регистрацийĕ витĕр вара 206 пай - 342,4 гектар çĕр тухнă. «Родина» хуçалăхра 307 пай çĕрĕ 644,7 гектар йышăнать, çав шутран 36 пайне илмен, ку 75,6 гектар. Патшалăх кадастр учетне 20 çĕр пайне тăратнă, ку 38,8 гектар пулать, патшалăх регистрацийĕ витĕр 12 çĕр пайĕ - 23,1 гектар - тухнă. «Шигали» хуçалăхри 1 пин те 844,6 гектар çинче 805 çĕр пайĕ, çав шутран 114 çĕр пайне илмен, патшалăх кадастр учечĕ витĕр 196 çĕр пайĕн хуçи 447,6 гектар çине тухнă, патшалăх регистрацийĕ витĕр 83-шĕ 188,8 гектарпа тухнă. Кавал ял тăрăхĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче харпăрлăхлă çĕр пуррисем 170, кунта 391 гектар, çав шутран 44-шĕ çĕр пайне илмен. Патшалăх кадастр учетне148 пая тăратнă, çакă 337,5 гектар. 39-шĕ харпăрлăх правине палăртакан свидетельствăсем илнĕ, çакă 89 гектара яхăн çĕр пулать. Ку цифрăсене кашни ял тăрăхĕпех илсе кăтартма пулать, çĕрпе çыхăннă ыйтусене пур çĕрте те вĕçне çитермен-ха. Хальхи вăхăтра çĕр пайĕн свидетельствисем парасси малалла пырать. Çак ĕçе 2011 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăснă пулин те, халерех вĕçне çитерме тăрăшмалла.

Çĕре харпăрлăх çине куçарас пулсан çĕр пайĕн свидетельствине çĕр участокĕпе усă курма ирĕк паракан харпăрлăх пайĕн свидетельствипе улăштармалла. Çĕр вăл куçман пурлăх шутланать, апла пулсан вăл пире пурнăçра тупăш та кÿрет. Харпăр хăй тĕллĕн уйрăлса тухса çĕрпе туллин усă курма май килмесен, ăна арендăна та пама пулать е сутма та пултаратăр.

Паянхи кун рынок экономики пай çĕрсем çине çĕнĕлле пăхма хистет. Вĕсене усăсăр вырттарма юрамасть, çакă вара хамăра хирĕçле ĕç тунипе пĕрех. Пайта курмасăр вырттарма пире саккун та ирĕк памасть. Вĕсемпе çĕр хуçи виçĕ çултан ытла усă курмасть пулсан штраф хураççĕ, çавăн пекех туртса илме те пултараççĕ.



31 октября 2009
00:00
Поделиться