Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывă пулăр! Чипер таврăнăр!

Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕ çулталăкра икĕ хут Çар ретне тăракансен кунне ирттерет. Иртнĕ кĕçнерни кун кĕрхи-хĕллехи вăхăтра салтак атти тăхăнма хатĕрленекен çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе, тăванĕсемпе район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, çар ĕç комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ М.Пуклаков тата ытти яваплă çынсем Культурăпа кану центрĕнче тĕл пулчĕç. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май Юрий Васильевич та, Михаил Анатольевич та çĕршыв хăйĕн хÿтĕлевçисем çине çулсерен тимлĕрех те тимлĕрех пăхма тытăннине, çавна май салтака каякансем те яваплăха ытларах туйнине каларĕç. Хăй вăхăтĕнче çарта старшина пулнă И.Алешин, ентешсен ятне çÿлте тытма, каялла чăн-чăн арçынсем пулса таврăнма сунчĕ. Призывниксен ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи А.Порфирьев сăмах каларĕ, тивĕçе чыспа пурнăçлама шантарчĕ. Пулас салтаксемпе пухăннисене К.Яковлев, «Салам» ансамбль çумĕнчи çамрăксен «Окна» ушкăнĕ юрăсемпе саламларĕç. Çак кунсенче çар ретне тăракансене повесткăсем пачĕç.

Каярах пурте Çĕнтерÿçĕ салтака, Афганистанра пуçне хунă интернационалист-воинсене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.



31 октября 2009
00:00
Поделиться