Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕлсĕр çÿрекенсем ан пулччăр

Район администрацийĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче кăçалхи 9 уйăхра 21 лару пулнă, административлă право йĕркисене пăснă тĕслĕхсем те тăтăшах пулса пыраççĕ, çак вăхăт тĕлне комиссине 155 материал пырса кĕнĕ, çав шутран район прокуратуринчен - 43, районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнчен - 74, çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕнчен - 2, милицин участокри уполномоченнăйĕсенчен - 3, Канаш станцийĕн линейлă милицинчен - 4, Чăвашри линейлă милицинчен - 3, Çĕмĕрле тата Тĕрлемес станцийĕсен линейлă милицинчен - 1-шер, Вăрнар районĕнчен - 2, Шупашкар хулинчен - 6, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинчен - 16.

Право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене пăхса тухса 80 çынна асăрхаттарнă, 70-шне административлă майпа 15 пин те 100 тенкĕлĕх штрафланă. Çак вăхăт тĕлне çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче 49 ача учетра тăрать: вĕсенчен 15-шĕ районти шкулсенче вĕренекенсем, професси училищинче ăс пухакансем - 12, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчисем - 3, ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенийĕнчисем - 9, ĕçлекеннисем - 2, ниçта та ĕçлемен тата вĕренменнисем - 8. Ниçта та ĕçлеменнисем пирки кашни кварталтах районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерсех тăратпăр. Дисциплина енчен харпăр хăйне тытма пĕлмен тата тĕрлĕрен сăтăрла япаласем тума юратакан ачасем çумне общественноçа явăçтарассипе те сахалах мар ĕçлеме тивет. Ку енĕпе обществăлла воспитательсем те пур, çавăн пекех депутатсем те ачасене тÿрĕ çул çине тăратма пулăшсах пыраççĕ. Вĕсем ачасемпе уйрăмшарăн та тĕл пулса калаçаççĕ. Преступлени çулĕ çине ура ярса пуснă ачасене вăхăтра тÿрĕ çул çине кăларас тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕсемпе те тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Кирлĕ пулсан ашшĕ-амăшĕсене ачисемшĕн явап та тыттаратпăр.

Çул çитмен ачасем преступлени тăвасран асăрханса тĕрлĕ енлĕ те ĕçлеме тивет. Акă, тĕслĕхрен, следстви вăхăтĕнче хупса усракан Çĕрпÿри изоляторта та экскурсинче пултăмăр.

14 çултан иртнĕ ачасене ĕçе вырнаçтарассипе те районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă тата йывăр лару-тăрура пурăнакан е ашшĕ-амăшĕсем эрехпе иртĕнсе çÿренине пула хĕн курса пурăнакан ачасене çийĕнчех тупса палăртасси те пирĕн ĕçех. Паянхи куна районта ăнăçсăр 94 çемьере 183 ача пурăнать. 37 ашшĕ-амăшĕ тăтăшах эрех-сăрапа аташаççĕ, ку çемьесенче 69 ача нуша курать. Çавăнпа та çемьере ачасене пурăнма условисем çук ашшĕ-амăшĕсен правине туртса илессипе те ĕçлеме тивет. Паянхи куна кун пеккисем районта - 7. Ачасем еплерех пурăннипе интересленсе тăтăшах рейдсем ирттеретпĕр. Кăçал çак вăхăт тĕлне 34 çемьене çитсе курнă, унта 79 ача пурăнать. Пуринпе те уйрăмшарăн калаçнă, кирлĕ пулсан асăрхаттарса хăварнă. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ, чи кирли вара - тĕлли-паллисĕр çÿрекен ачасем ан пулччăр. Вĕсем-çке пирĕн малашлăх.



31 октября 2009
00:00
Поделиться