Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Командăпа штаб вĕрентĕвĕ

Çул-йĕрсем çинче инкексем сахалтарах пулччăр тесе тата аварисем килсе тухсан çынсене кĕске вăхăтрах пулăшу парассине вĕрентсе тепĕр хут çирĕплетес тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ командăпа штаб вĕрентĕвĕ. Унта районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен сектор, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕ тата иртен-çÿрен автомашинăсен водителĕсем хутшăннă. Вĕрентÿ Кивĕ Вăрмара район центрĕпе çыхăнтаракан автоçул çинче иртнĕ. Çак çул çинче «авари» пулнă çĕре чи малтанах çул-йĕр çинче йĕрке тăвакансем - ГИБДД работникĕсем çитнĕ. Инспекторсем çийĕнчех «авари» пулнă вырăна иртен-çÿрен автомашинăсем пырса кĕмелле мар çавăрса илнĕ те тÿрех инкек тÿсекенсене пĕрремĕш пулăшу панă. Унтан васкавлă пулăшупа гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçлекенсем çитнĕ. Кашниех хăйĕн ĕçне яваплăха туйса та тĕплĕн пурнăçларĕç, палăртнă вăхăтра ĕлкĕрчĕç. Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн вĕрентÿ пурнăçра усă кÿрессе çирĕппĕнех шанма пулать.




06 ноября 2009
00:00
Поделиться