Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç

РФ пенси фончĕн районти Управленийĕнче иртнĕ уçă алăксен кунне унăн начальникĕ Г.Усков, заместителĕ Т.Васильева, пенси палăртакан, çĕнĕрен шутласа паракан тата тÿлекен пай пуçлăхĕ В.Капитонов, «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» общество организацийĕн пирĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Р.Васильева, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти совечĕн председателĕ Л.Кугушев хутшăннă.

Уçă алăксен кунне районта пурăнакансем чылайăн килнĕ. Кашнинех хăйне интереслентерекен ыйту хумхантарчĕ. Акă, сăмахран, Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакан В.Павлов амăшĕн капиталне камсене панипе тата унпа мĕнлерех усă курма пулнипе интересленчĕ. Ку ыйтăва Татьяна Юрьевна тĕплĕн хуравларĕ. Вăл каланă тăрăх, амăшĕн капиталне икĕ е ытларах ача çуратнă амăшĕсем илеççĕ. 2009 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне пирĕн районта 408 çемье амăшĕн капиталне илнĕ. Вĕсенчен 15 çемье амăшĕн капиталĕн пĕр пайне ачана вĕрентме мĕнлерех усă курмалли çинчен интересленнĕ. Çакă 4 процентпа танлашать. 38 çын ку укçа-тенкĕне ипотека кредичĕ çине янă. Пĕр хутчен паракан 12000 тенкĕне кăçалхи ноябрь уйăхĕ тĕлне 332 çын илнĕ. Ку 81 процентпа танлашать. Çакна палăртмалла: пĕр хутчен паракан укçа-тенкĕне 2007 çултан пуçласа 2009 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕ таран ача çуратнисене (усрава илнисене) 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ таран параççĕ. 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕ таран çуралнă ачасемшĕн 2010 çулхи мартăн 31-мĕшĕ таран илме пултараççĕ.

Пирĕн районта амăшĕн капиталне 4 çемье пĕтĕмпех илнĕ. Хальхи вăхăтра ăна ипотека кредичĕ çине куçарма пулать. Амăшĕн капиталне икĕ е ытларах ача çуратнисене 2016 çулччен параççĕ. 1967 çулта çуралнă пуçласа тата унран çамрăк ĕçлекен çын çемьере вилсен унăн пухăннă пай пенсине тĕпчĕкĕсем илме пултараççĕ. Ăна илес тесен заявленипе районти пенси фондне тухмалла.

Уçă алăксен кунĕнче тĕрлĕрен ыйтусем пулчĕç. Кăçал тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленнисене мĕнлерех документсем кирли пирки В.Капитонов пай пуçлăхĕ тĕплĕн ăнлантарчĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, уçă алăксен кунĕ тухăçлă иртрĕ.




06 ноября 2009
00:00
Поделиться