Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплăха туйса ĕçлеççĕ

Суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсен кашни пристав пуçне тивекен шучĕпе Чăваш Ен Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнать. Кăçалхи виçĕ кварталта суд приставĕсен пурнăçламалли 649 пин производство пулнă. Пирĕн районта ку цифра 10 пин те 69-па танлашать. Республикăпа илес пулсан пĕтĕмпе 1,281 миллиард тенкĕ парăм шыраса илнĕ. Пирĕн районта 18 миллион тенкĕ. Республикăпа илес пулсан мĕн пур шайри бюджетсене 625,5 миллион тенкĕ куçарнă. Çав шутра налуксем, налукпа çыхăннă санкцисем - 448 миллион, полномочи панă органсен штрафĕсем - 60 миллион тенкĕ. Çавăн пекех суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли 12 пин ытла производствăпа 115 миллион тенке яхăн ĕç укçи шыраса илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Алиментсемпе илес пулсан пирĕн районта 264 производство пулнă, вĕсенчен 50 проценчĕ тăтăшах тÿлесе тăраççĕ. Налук органĕсем майлă 10103 производство пулнă, 4 миллион та 365 пин те 467 тенкĕ шыраса илнĕ.

Районти суд приставĕсен служби йĕркеленнĕренпе 12 çул çитрĕ. Асăннă служба ĕçĕ çынсен кăткăс, йывăр ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсен интересĕсене хÿтĕлессипе, çак ĕçре закона пăхăнса пырассипе çыхăннă. Суд приставĕн çитменнине тăтăш харкашуллă лару-тăрура пулма тивет. Вăл хăйĕн тивĕçне саккуна пăхăнса пурнăçлани кашни çынна килĕшмесен те пултарать. Çавăнпа та суд приставне çирĕп нервăсем, саккун умĕнчи çине тăраслăх, çав вăхăтрах çыннăн нушине ăнланма пĕлни кирлĕ.

Çакна тĕпе хурса тăрăшаççĕ те ĕнтĕ пирĕн районти суд приставĕнче вăй хуракан А.Николаев, С.Степанов, М.Петрова, А.Малинков, М.Матвеева, В.Иванов, Л.Матросова, С.Пантелеймонова, К.Калинин, С.Юсова, Е.Михайлова, В.Васильева, А.Никитин ĕçченсем. Вĕсене Дмитрий Михайлович Игнатьев пуçлăх ертсе пырать. Кашни суд приставĕ хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.



06 ноября 2009
00:00
Поделиться