Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕр çитсен те канăçлăх çитмен-ха

Уй-хир пушаннă ĕнтĕ, шурă юрĕ хупласа çитменлĕхсене тикĕсленĕ темелле. Шăхальсем Пукравччен кĕр ĕçĕсене вĕçлеме ĕлкĕрнĕ, ку хуçалăхра пур ĕçе те хăй вăхăчĕпе пурнăçласа пыраççĕ: кĕрхи культурăсене 600 гектар çинче акса хăварнă, 800 гектар çĕр сухаланă, хальхи вăхăтра ял хуçалăх техники хĕл каçма хăй вырăнне тупнă. Вĕсене тасатса тирпейлесе лартнă, çитес çур аки валли вĕсем, хăш-пĕр çитменлĕхсене шутламасан, хатĕр.

Хуçалăхра ĕç-хĕл вĕçленнĕ пулин те йĕтемре халăх хĕвĕшет кăна, ял ĕçченĕсем ĕçленĕшĕн паракан тыр-пула килĕсене турттараççĕ. Çур аки умĕн тунă договорпа килĕшÿллĕн кам хуçалăхра çанна тавăрса ĕçленĕ, вĕсене йÿнĕ хакпа тырă параççĕ иккен кунта. Ĕçлекенсене валли ятарласа ведомость туса хатĕрленĕ - ун тăрăх тыррăн пĕр килограмне 2 тенкĕ те 50 пус тÿлесе илеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем хăйсен ĕç укçи шучĕпе те тыррăн илеççĕ. Çапла пулмасăр, ялта пурăнакан кашни çын килте выльăх-чĕрлĕх тытать-çке. Вĕсене валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлемесĕр тупăш илесси пирки ан та шутла. Хĕллехи кунсенче чылайăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытса çемье бюджетне тупăш кÿрсе пурăнать.

Шăхальсем выльăх-чĕрлĕхе юратаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен вĕсем кашни çулах хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăхсем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ. Кăçал та ферма йĕри-тавра утă-улăмĕ, сенажĕ туп-тулли. Паянхи куна кунта пурĕ 140 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 90-шĕ сăвакан ĕнесем. Хальхи вăхăтра 20 ĕни пăруламалли тапхăрта, апла пулсан та вĕсен сĕт сăвăмĕ пĕр ĕне пуçне шутласан - 9,5 килограмм. Шăхальсем кăçал сĕт сăвассипе, районĕпе илсен, çăвĕпех малтисен ретĕнче пынă. «Сĕт - ĕне чĕлхи çинче», - тенĕ мĕн авалтан. Çакна вара Шăхальсем аван пĕлеççĕ те çирĕп тытса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе кĕтÿ хыççăн та умра юличченех апатлантараççĕ. Эпĕ ку фермăра пулнă кун та ĕнисем кĕтĕве тухса кайнăччĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсем вара каçхи апат валли сенаж турттаратчĕç. Г.Ильяхунов, А.Федоров, Ю.Туйми выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсемпе С.Иванов, В.Соколов слесарьсем, Т.Баландаевапа З.Никитина дояркăсем ку енĕпе яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçне В.Иванов ферма заведующийĕ пĕлсе йĕркелесе пырать.

Çапла пурăнать район центрĕнчи аякри Шăхаль ялĕ, кунта кĕр çитсен те канăçлăх çитмен-ха.



11 ноября 2009
00:00
Поделиться