Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтав сана, çĕр çынни

Иртнĕ кунсенче районта ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ пулса иртнине вулакансем пĕлеççĕ. Çавна май районти агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе активлă хутшăннă тата нумай çулсем çак ĕçре тăрăшса уйрăмах палăрнă ĕçченсене Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе «Павлов В. Ф.» хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхне - Вячесав Федорович Павлова, «Шигали» хуçалăхăн тĕп бухгалтерне - Юлия Семеновна Тапинована чысланă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалистне - Анатолий Николаевич Михайлова, «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн тĕп агрономне - Владимир Иванович Семенова, «Павлов В. Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхри инженер-механика - Нестер Петрович Демидова, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи чăх-чĕп пăхакана - Марина Михайловна Васильевана, «Иванов В. А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи механизатора - Валерий Иванович Григорьева наградăланă.

Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» Федераллă патшалăх управленийĕн Хисеп грамотине «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) пуçлăхне - Геннадий Николаевич Ямукова панă.

Вăрмар район пуçлăхĕн В. Кирилловăн хушăвĕпе ĕçре палăрнисене, ял хуçалăх тата апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе райадминистрацин Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнисемпе кăçалхи вырмана «CASE» комбайнпа хутшăнса 25910 центнер тĕш тырă вырса çапса пĕрремĕш вырăна тухнă «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăри Николай Иванович Васильев комбайнера, «ДОН» класлă «ACROS» комбайнпа 25180 центнер тĕш тырă пухса кĕртсе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ «Павлов В. Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Олег Михайлович Михайлов комбайнера, «ДОН» класлă «ACROS» комбайнпа 23000 центнер тĕш тырă пухса кĕртсе иккĕмĕш вырăн йышăннă «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Владимир Иванович Яковлев комбайнера, «ЕНИСЕЙ» комбайнпа 12960 центнер пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртсе пĕрремĕш вырăна тухнă «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Владимир Николаевич Алексеев комбайнера, «НИВА» комбайнпа 15900 центнер тĕш тырă пухса кĕртсе пĕрремĕш вырăна тухнă «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Валерий Николаевич Ямуков комбайнера наградăланă.

Кĕрхи çĕртме тунă çĕрте (1200 гектар) «Чи лайăх механизатор» ята «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăри Николай Иванович Васильев тата çак хуçалăхри Петр Петрович Степанов кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 846 гектар çине акса хăварнăшăн тивĕçнĕ.

Кăçал тĕш тырă пухса кĕртнĕ çĕрте комбайнсем патĕнчен пĕрчĕллĕ культурăсене ырми-канми турттарнăшăн (27670 центнер) «Чи лайăх водитель» ята «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Николай Витальевич Якимова панă.

«2009 çулхи чи лайăх доярка» ята пĕр ĕне пуçне 3757 килограмм сĕт суса илнĕ Венера Тимофеевна Михайлова тивĕçнĕ.

«2009 çулхи чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» ята пĕр чăхран 167 штук çăмарта туса илнĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Марина Витальевна Желтухинана панă.

Çĕр пулăхне пуянлатас, ял хуçалăх производствине аталантарас çĕрте нумай çулсем вăй хунăшăн, ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе район администрацийĕн Хисеп грамотипе çак ĕçченсене чысланă:

«Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăри Владислав Петрович Степанов водителе, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Валентина Михайловна Григорьева, Тамара Николаевна Никифорова чăх-чĕп пăхакансене;

«Агро-Владина» тулли мар обществăри Виктор Григорьевич Дударчик механизатора;

«Шигали» хуçалăхри Юрий Алексеевич Петров тракториста, Галина Васильевна Федорова бухгалтера;

«Павлов В. Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Анатолий Николаевич Петров тракториста;

«Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Владимир Геннадьевич Максимов водителе;

«Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Владимир Васильевич Обручков водителе;

«Ресурсы» Агрофирма» акционерсен уçă обществинчи Леонид Михайлович Терентьев тракториста;

«Нюша» тулли мар яваплă обществăри хуçалăх заведующине Станислав Петрович Петрова тата çак хуçалăхри арманçăна - Геннадий Анатольевич Иванова.

Ĕçре малта пыракан çак çынсене Тав тунă: «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Николай Васильевич Петров, Геннадий Михайлович Силеров, Сергей Владимирович Николаев трактористсене;

«Нюша» тулли мар яваплă обществăри Станислав Николаевич Егоров выльăх-чĕрлĕх пăхакана.



11 ноября 2009
00:00
Поделиться