Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕркелĕх хуралĕнчисен уявĕ

«Чăваш милицийĕн сотрудникĕсем яваплăха туйнипе, ÿрĕк-сÿрĕклĕхе сивленипе тата професси тĕлĕшĕнчен пысăк ăсталăх кăтартнипе республикăра преступлени шайĕ чакать, правăна хирĕçле ĕçсене уçса парассин кăтартăвĕ ÿсет. Чăваш Енре право йĕркине пăсасран асăрхаттарас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ, ку - социаллă япăх пулăмсем аталанасран сыхланмалли эффективлă хатĕр».

Н. ФЕДОРОВ.

Çапла хак парать Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров милици работникĕсен ĕçне. Пултаруллисемпе хастаррисем çак хисепе тивĕçлех, вĕсем пирĕн районта та нумайăн. Милици кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пухура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов милици сотрудникĕсене профессиллĕ уявпа саламласа ырă сăмахсем каларĕ: «Право йĕркине сыхласси, район гражданĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, обществăри йĕркелĕхе упрасси, саккун ыйтнине çирĕп пурнăçласси - пирĕн тивĕç. Право йĕркине сыхлакансем кунĕн-çĕрĕн, уявсемпе канмалли кунсенче те хăйсен ĕç вырăнĕсенче...», - терĕ Игорь Геннадьевич шалти ĕçсен пайĕн кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Вăл каланинчен регистрациленĕ преступленисене уçса парасси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан самаях ÿснĕ. Криминаллă милицин, участокри уполномоченнăйсен тата ытти подразделенисен те ĕçсем палăрмаллах лайăхланнă.

Пакунлă çын ĕçĕ-хĕлĕ пурне те пырса тивет. Инкек сиксе тухсан хуть те кам та милицирен пулăшу ыйтать. Вĕсем вара пурне те васкавлă пулăшу пама хатĕр. Çакăнта вара йĕркелĕх хуралçисем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани, çынсен шăпишĕн тăрăшни питех те кирлĕ.

Халăх хÿтĕлевçисене профессиллĕ уявпа саламлама кунтан ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă милицин ветеранĕсем те килнĕ. Милици ветеранĕсен канашĕн председателĕ Н.Михайлов уяв ячĕпе саламласа тин çеç пичетлесе кăларнă хăйĕн кĕнекине парнелерĕ. Нумай çулсем районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури В. Александров профессиллĕ уяв ячĕпе ĕçтешĕсене чунтанах саламларĕ. Çавăн пекех Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте те милици сотрудникĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре тăнăçлăх сунчĕ.

Милици сотрудникĕсем çынсене пулăшас тĕллевпе хăйсен пурнăçне те шеллемеççĕ, кун пек паттăрсем пирĕн районта та пур. Уяв ячĕпе иртнĕ савăнăçлă пухăва хутшăннисем служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене вăхăтсăр хунă милиционерсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.



14 ноября 2009
00:00
Поделиться