Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ

Ял хуçалăх техники уй-хирте чи пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та ăна тирпейлĕ тытмалла, вăхăтра пăхса юсаса тăмалла. Кăçалхи октябрĕн 1-30-мĕшĕсенче ял хуçалăх техникине хĕле хатĕрлесе упрама лартассине смотр-конкурс ирттернĕ. Районта ку енĕпе ятарласа комисси йĕркеленĕ. Çак комисси ял хуçалăх техникине упрама лартнине тĕрĕслемелли графикпе килĕшÿллĕн мĕн пур хуçалăхсенче пулнă. Техникăна тĕрĕсленĕ чухне производство техника базин территорине, ял хуçалăх техникине упрама мĕнле йĕркеленине, техникăн ĕç пайĕсене, хăрушсăрлăх техникин правилине тата ыттине те тĕрĕсленĕ, кĕскен каласан, ГОСТ - 7751 - 85 стандарт требованийĕсене пăхăнса пынипе интересленнĕ.

Смотр-конкурс итогĕсем тăрăх «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртнă. Вĕсем 200 балл пухма пултарнă. Ку хуçалăхра ял хуçалăх техникине упрама лартассине тĕрĕслес тĕллевпех республикăри семинар-канашлу та пулса иртнĕ. Ку ахальтен мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Арапуçсем ял хуçалăхăн çĕнĕ техникипе - хальхи вăхăтри энерги тата ресурс перекетлекеннисемпе - ыттисенчен пуянрах. Кунта пурлăх мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Арапуçсем техникăна упрама лартассипе республикипех (районта та) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, сумлă парнене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна 186 балл пухса «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, виççĕмĕшне 181 балл пухса «Ресурсы» агрофирма тухрĕç.




14 ноября 2009
00:00
Поделиться