Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Специалист кунĕ» - Чупайĕнче

Чупай ял тăрăхĕнче 1074 çын пурăнать, вĕсенчен 173-шĕ ватлăха кура пенси илекенсем, 20 инвалид, тăрантарса пурăнакана çухатнă пирки 14 çемье пенси илсе тăрать, патшалăх пенсине 17 çын, пĕр хутчен укçан паракан тÿлеве 68 çын илсе тăрать. Вĕсен кашнин хăйĕн ыйтăвĕ, кăмăл-туйăмĕ...

Темиçе çул каялла районта чи вăйлă хуçалăхсенчен пĕри пулнă «Дружба» колхоз паянхи куна саланнă. Хальхи вăхăтра ял çыннисем ытларах Вăрмар поселокĕнче, Канашра, Хусанта тата ытти çĕре тухса кайса ĕçлесе пурăнаççĕ. Ялти çĕрпе «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăпа Кĕтеснерти «Захаров А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхсем туллин усă кураççĕ. Усăсăр выртакан пĕр çĕр лаптăкĕ те çук.

Специалистсене райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ. Ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхне çитсе унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă хыççăн, хăйĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăнчĕ. Районти пенси фончĕн пай начальникĕ В.Капитоновпа районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов ялти хăйсем çÿреймен пенсионерсем патне килĕрен çÿресе пенси фондĕнчи çĕнĕлĕхсемпе ытти социаллă ыйтусем пирки ăнлантарчĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Иванова тата Н.Павлов ялти шкула çитсе курчĕç. Вĕсем пынă кун ачасем каникулта пулин те шкул кĕрлесе кăна тăратчĕ, мĕншĕн тесен ачасем кам спортзалта, теприсем шкул коридорĕнче вырнаçтарнă теннис сĕтелĕ тавра хĕвĕшетчĕç, вĕсемпе пĕрле - А.Ноздрин физкультура учителĕ. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнче вырăс чĕлхипе литературин учительници Г.Ноздрина ачасемпе хушма урок ирттеретчĕ, районта ирттерекен конкурса кайма хатĕрленеççĕ иккен вĕсем. Ытти вĕрентекенсем те каникул тесе килте лармаççĕ, компьютер класĕнче тĕрлĕ ĕçсем тăватчĕç.

Çанталăк типĕ тăнине пула ял тăрăхĕнчи тарасасем типсе ларнă тĕслĕхсем те пулнă. Акă шкулта усă куракан тараса та шывсăр юлнă. Эпир пынă кун ăна тарăнрах чавса шывне кăларас тĕллевпе те çынсем вăй хуратчĕç. Ĕçлĕ ушкăнрисем вĕсем патне те çитсе курчĕç. Унтан Надежда Васильевна ялти ача садĕнче пулса кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ.

Райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова ял тăрăхĕнче хут ĕçĕсене еплерех тытса пынипе интересленчĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр хут ĕçĕнчи çитменлĕхсене еплерех пĕтермелли пирки Н.Павлов ăнлантарчĕ.

Райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ А.Ильинапа Т.Мелькова ялти магазинсене çитсе курчĕç, кунти суту-илÿ йĕркине еплерех тытса пынипе интересленчĕç, хаксемпе кăсăкланчĕç.

Специалистсем çитес вăхăтрах Чулкас ял тăрăхне çитсе килĕç.



14 ноября 2009
00:00
Поделиться