Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ вырăнти предприятисем еплерех ĕçленинчен килет. Хальхи вăхăтра ку енĕпе район администрацийĕ те вĕсене май пур таран пулăшса пыма тăрăшать. Райпон «Нива» тулли мар яваплă общество продукци туса кăларнипе пĕрлех пурлăхпа техника базине те вăйлатса пырать. Акă нумаях пулмасть пельмень туса кăларакан тата пылак шыв тултаракан оборудовани пурĕ 500 пин тенкĕлĕх туяннă. Çакă ĕç процесне чылай çăмăллатать. Пельмень туса кăларакан оборудованипе Е.Мишина, Л.Желтухина рабочисем тăрăшса вăй хураççĕ.

«Нива» тулли мар яваплă общество кăçалхи 10 уйăхра пурĕ 17 тонна тĕрлĕ йышши продукци туса кăларнă. Вĕсенчен кăлпасси - 8, çурма фабрикатсем 9 тонна хатĕрленĕ. Кунти ăста алăллă ĕçченсем туса кăларнă тĕрлĕ изделисем тÿремĕнех райпон тата Шупашкарти тĕрлĕ лавккасене ăсанаççĕ. Палăртма кăмăллă: кунта хатĕрлекен продукци хăйĕн пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. «Эпир кăларакан тĕрлĕ ĕçме-çимере, ытти йышши продукцире сиенлĕ япала çук. Хăш-пĕр заводра сахăра ылмаштаракан тĕрлĕ япала хушаççĕ. Эпир сахăр песукĕпе анчах усă куратпăр. Кунта кăларакан «Грушевый» пылак шыв та сывлăхшăн усăллă. Продукци пахалăхне тĕпе хурса çĕнĕ йышши изделисем те кăларма тытăнтăмăр. «Вареники», «Сливочные полешки» тата ытти тĕрлĕ апат-çимĕçе хаваспах туянаççĕ», - тет В.Дудкин пуçлăх.

Чĕр тавара вырăнти халăхран тата ытти районсенчен те туянаççĕ. Ку общество кăларакан кăлпасси, ветчина тата ытти изделисене паха аш-какайран хатĕрлеççĕ. Тепĕр майлă каласан, вырăнти халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пылак çимĕçсем туса кăларасси те кал-кал пулса пырать. «Нива» тулли мар яваплă обществăра пурĕ 17 çын вăй хурать.

Йышĕ пысăках мар пулин те, халăха кирлĕ ĕç тăваççĕ вĕсем. Çуллахи вăхăтра ĕçе икĕ сменăпа йĕркелеççĕ. Вăл вăхăтра тĕрлĕ йышши пылак шыв лайăх сутăнать. Хĕлле вара обществăн продукцине кăмăллакансене çĕнĕ йышши кăлпассипе, аш-какайран тунă ытти продукципе сăйлама тăрăшаççĕ.



18 ноября 2009
00:00
Поделиться