Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

Тĕнчери мĕн пур прогрессивлă этемлĕх совет халăхĕпе унăн паттăр Çарĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 65 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленет. Халĕ пурăнакан фронтовиксемшĕн калама çук пысăк уяв пулĕ вăл.

- Калама çук хакла ларчĕ Çĕнтерÿ пирĕншĕн. Мĕн чухлĕ вăйпитти çынна çухатрăмăр, хуласемпе ялсем вут-çулăмра кĕлленчĕç. Аслă Çĕнтерÿшĕн эпир хамăрăн пурнăçа хĕрхенмен, мĕн пур вăй-хала панă. Апла тăк ăна пирĕн чаплăн уявламалла, - тет Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 90 çулхи Михаил Семенович Львов.

1919 çулхи октябрь 20-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Уттеккасси ялĕнче çуралнă вăл. Ялта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет. 1939 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче 4-мĕш курсран ăна Çара илеççĕ. Одесса Çар округне лекет. Бессарабие ирĕке кăларать.

- Аслă вăрçа Румыни чиккинче кĕтсе илтĕм. Танксене хирĕç кĕрешекен оруди расчечĕн командирĕ пултăм. Кăнтăр фронтра пулнă чухне пирĕн чаç ункăна лекрĕ. Хамăрăннисем патне тухиччен 18 талăк иртрĕ. Тылра пирĕн çарсенчен 180 çухрăмра пулнă эпир. Çĕрле утаттăмăр, кăнтăрла вара улăм урисем айĕнче пытанса пурăнаттăмăр. Уйра çитĕнтерекен арбус пулăшатчĕ пире вăй-хала тытса тăма. Нимĕçсем çук ялсенче Украина халăхĕ те пулăшатчĕ: сĕтпе çăкăр паратчĕç. Ункăран гражданла тум тăхăнса Стелино хулине тухрăмăр, хамăрăннисемпе пĕрлешрĕмĕр, - калаçăва малалла тăсать ветеран.

Вăрçăн тумхахлă çулĕ унăн малалла Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтра пуçланать. Фронт командующийĕ, арми генералĕ Р.Малиновский, Çар совечĕн членĕ А.Желтов генерал-лейтенант, тата Çар совечĕн членĕ К.Гуров генерал-лейтенант фронтри лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăнă. Вĕсем Ставкăран Кăнтăр фронта çирĕплетме пулăшу ыйтнă. Анчах та пулăшу кĕтсе илеймен. Тăшманăн вăйĕ пысăк пулнипе пирĕннисен ирĕксĕрех каялла чакса пыма тивнĕ. Пирĕн çарсен тăшмана хирĕç çапăçас чăтăмлăхне, Тăван çĕршыв шăпишĕн кашни воинăн яваплăхне ÿстерес енĕпе Оборонăн халăх комиссарĕ 1942 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче 227 номерлĕ «Каялла пĕр утăм та чакмалла мар!» приказ кăларнă хыççăн фронтри лару-тăру пирĕн енне лайăхланма тытăннă.

Пирĕн ентеш М.Львов Донбаса, Новороссийск хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, разведка отрячĕн взвод командирĕ аслă сержант званипе пулнă.

Разведчик пулса çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн тата «чĕлхе» тытса килнĕшĕн ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа, «Паттăрлăхшăн» тата «Кавказа хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

- «Чĕлхе» тытса килес тесе развездкăна темиçе уйăх çÿрерĕмĕр. Мина лартнă, пралук карнă уйсем. Пирĕн вара çав уйсем урлă каçса прожектор çутипе курăнакан «фрица» тытса килмеллеччĕ. Эпир вара çав задание чыслăн пурнăçларăмăр. Çавăншăн правительство наградисене тивĕçрĕмĕр, - пĕлтерет Михаил Семенович.

1943 çулхи март уйăхĕнче хаяр çапăçура вăл йывăр аманать. Ноябрьччен тĕрлĕ госпитальсенче сывалать. Ăна киле яраççĕ, 1944 çулхи февраль уйăхĕнче каллех фронта илеççĕ. Аэродромри самолетсене пăхса тăракан батальона лекет. Çĕнтерÿ кунне Польшăри Познань хулинче кĕтсе илет, 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче тăван яла çитет.

Çамрăка Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. 6 çул хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Пĕр вăхăтрах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтерет, 1953 çулта ăна Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме яраççĕ. Мастер тата аслă мастер должноçĕсенче вăй хурать. Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн «Хисеп палли» орденпа наградăлаççĕ. 1983 çулта фабрикăран тивĕçлĕ канăва тухать, пенсире пулсан та тăватă çул фабрикăрах тăрăшать.

Унăн кăкăрне çавăн пекех Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ тата 12 юбилей медалĕ илем кÿреççĕ.

Мăшăрĕпе - Нина Ильиничнапа - 6 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем: 5 хĕр те 1 ывăл. Çак кунсенче Михаил Семенович 90 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç.



21 ноября 2009
00:00
Поделиться