Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Специалист кунĕ» - Чулкасра

Ку хутĕнче специалистсем Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕç. Ял тăрăхне 4 ял кĕрет: Чулкас ялĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă - Кивĕ Мăнтăр, Ямпай, Анаткас. Кунта пурĕ 766 хуçалăх, ĕçлеме пултаракан 1241 çын. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ - Иван Гаврилович Сергеев.

Специалистсене райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ. Ĕçлĕ кун ял тăрăхĕнчен пуçланчĕ, унтан специалистсем кашни хăйсен ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова ял тăрăхĕнче хут ĕçĕсене еплерех тытса пынипе интересленчĕ, кирлĕ пулăшу пачĕ. Пенси фончĕн тата районти социаллă хÿтлĕх паракан пай специалисчĕсем пенсионерсемпе вăрçă ветеранĕсем патне килĕрен çÿресе вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç, тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравларĕç.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ В.Викторова тата районти тĕп библиотека представителĕ Э.Демьянова ялти шкулта, библиотекăра пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн специалисчĕсем А.Ильинапа Т.Мелькова ял тăрăхĕнчи суту-илÿ объекчĕсене çитсе курчĕç, кунти суту-илÿ йĕркине еплерех тытса пынипе интересленчĕç, кирлĕ çĕрте тивĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.



25 ноября 2009
00:00
Поделиться