Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье ăшши – телей вучахĕ

Пирĕн ялта, пирĕн хушăрах пурăнать хисеплĕ те сумлă ĕç ветеранĕ Римма Ларионовна Павлова. Ялти ытти хĕрарăмсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть вăл. Анчах та ун çинчен çырмалли пурах тесе шутлатăп. 1932 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче йышлă та туслă хресчен çемйинче кун çути курнăскер, мĕн çамрăкранах хăйĕн çемйине те çавăн пекех курнă пулĕ. Кÿршĕре пĕрле выляса ÿснĕ, ĕçе юратакан Иван Павлович Павловпа пĕрлешсе 6 ача çуратса ÿстереççĕ вĕсем. Йышлă çемьере туслăх хуçаланнă. Çемьери туслăхпа килĕшÿне вара амăшĕ - Римма Ларионовна - тытса пынă, мĕншĕн тесен ачисем пĕринчен тепри пĕчĕкрех чухне кил хуçи, Иван Павлович, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Мăшăрĕ пĕтĕм йывăрлăха хăй çине илмен пулсан, кил хуçи, тен, вĕренейместчĕ те пулĕ. Аслă пĕлÿ илсен вăл Анаткасри шкулта черченипе рисовани предмечĕсене вĕрентет, унтан ăна Тупахри шкула директор пулса ĕçлеме куçараççĕ. Римма Ларионовна çинче вара ытларах кил хуçалăхĕ тата ачасем пулнă, колхоз ĕçне те хутшăннă, килте çĕвĕ ĕçĕпе те ĕçленĕ. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çынна миçе кĕпе çĕлесе панă-ши вăл - ăна шутласа та кăлараймăн. Ял çинче хисеплĕ çынсем Павловсем. Çапла пулмасăр, пÿрт тулли ачи-пăчи, куç тулли савăнăçĕ тесе калас килет. Çемьери 6 ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă вĕсем, пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ - Нина - 1958 çулта çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ пухать. Унтан вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Тутар Республикине ĕçлеме яраççĕ. Çавăнтах вăл хăйĕн мăшăрне тупать. Виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнукĕсем чуна савăнтараççĕ.

Иккĕмĕш хĕрĕ - Татьяна - аппăшĕ вĕреннĕ университетрах пуçламăш класс учительницине вĕренсе тухать. Юнашарти Анаткас ялĕн каччипе пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, икĕ ача çитĕнтернĕ. Хăйсен ачисем тухса кайса пĕтнĕ пулин те, килĕнче ача-пăча сасси талман-ха ку ĕçчен те харсăр çемьере. Вĕсем тепĕр ывăл усрама илнĕ, халĕ ăна тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ Максимовсем. Сăмах май каласан, Татьяна Ивановна кăçал «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне тивĕçрĕ. Унăн çитĕнĕвĕнче амăшĕн тÿпи те пур тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен вăл ачисене яланах ырра вĕрентет, кирлĕ чухне ăс парать. «Анне çумра пулни маншăн чи пысăк телей. Анне пулма пĕрре те çăмăл маррине хам та амăшĕ пулсан кăна ăнланса çитрĕм. Вăл пирĕн кил ăшши, çемьене пĕр çĕре чăмăртаса тăраканĕ...», - тет амăшĕ пирки сăмах пуçарсан Татьяна Ивановна.

Виççĕмĕш ачи - Григорий - 1961 çулта кун çути курнă. Вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ, артиллерин Хусанти аслă çар училищинчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан хăйĕн малашнехи пĕтĕм пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Офицер пакунĕсене илсен пĕр вăхăт Германире службăра тăрать. Унтан ăна хăй вĕренсе тухнă çар училищинех каялла чĕнсе илеççĕ те, паянхи кунчченех çар полковникĕ çакăнта вăй хурать. Григорий Иванович профессор вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ тĕнчипех саланнă ĕнтĕ. Хăйĕн те çемьере икĕ ача çитĕнет.

Тăваттăмĕш ывăлĕ - Юрий - вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче хирург специальноçне алла илет те Тамбов облаçне ĕçлеме каять. Уваров хула больницинче паянхи кунчченех хирургра тăрăшать. Пĕрре кăна мар ырă ята тивĕçнĕ вăл унта. Кĕскен каласан, чăваш ятне, амăшĕн пехилне çĕре ÿкермен Юрий Иванович. Вĕсен те икĕ ывăл çитĕнет.

Пиллĕкĕмĕш ывăлĕ - Сергей - Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илсен Хусантах ĕçлеме юлать. Унтах çемйипе тĕпленсе пурăнать, ача-пăчаллă.

Кĕçĕн ывăлĕ - Анатолий - шкул вĕренсе пĕтерсен Хусанти ветеринари академийĕнче пĕлÿ пухать. Унтан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме тытăнать. Вĕсем те мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн ывăлĕн çемийпе пурăнать халĕ Римма Ларионовна. Паянхи куна вăл амăшĕн тĕрекĕ темелле, чăваш йăли-йĕркине çирĕп пурнăçласа пырать, мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшне ватлăх кунра мĕн авалтан кĕçĕн ывăлĕ пăхса пурăнать. Павловсем те çак йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ. Çумра ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕсем пур пулин те ытти ачисемсĕр шутсăр кичем ветерана. Мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни те пăшăрхантарать ăна. Мĕн тăвăн, пурнăç йĕрки çапла пулĕ - мĕн пуррипе килĕшмелле.

Çапла пурăнать Çитмĕшре Римма Ларионовна Павлова. Ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем савăнтараççĕ кăна ăна.



28 ноября 2009
00:00
Поделиться