Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анне юратăвĕ виçесĕр

Анне... Çĕр çинчи чи хаклă, нимпе танлаштарма çук аслă сăмах. Ир тăрсан та чи малтан пирĕн çăвартан «анне» сăмах тухать. Мĕн те пулин тумалла-и, ÿксе алă-урана ыраттартăмăр-и - тÿрех «анне» тесе яратпăр хамăр сисмесĕрех.

Анне... Миçе ача валли çитет-ши унăн чун-чĕрери юратăвĕ; Виçи те, шучĕ те çук тесе калас килет манăн. Çакна эпĕ хамăн аннене шута илсе калатăп.

Пирĕн аннене Лариса Варсонофьевна тесе чĕнеççĕ. Хĕр чухнехи хушамачĕ - Емельянова. Вăл 1973 çулта Уйкас ялĕнче çуралнă. 9 класс вĕренсе пĕтерсен Çĕмĕрле хулине çĕвĕçе вĕренме кайнă. Çĕвĕç ăсталăхне алла илсен çĕвĕ фабрикинче сумкăсем çĕленĕ çĕрте ĕçленĕ. 1991 çулта вĕсем Хĕрлĕçыр каччипе Валерий Николаевич Васильевпа çемье çавăрнă. Туслă çемьере эпир иккĕн, икĕ ывăл кун çути курнă. Манăн пичче: Коля, Тикаш шкулĕнче 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкара тухса кайрĕ, вăл механикăпа технологи техникумĕнче ăс пухать. Эпĕ 6-мĕш класра вĕренетĕп.

Аттепе анне çĕр çинчи пĕтĕм ачана телейлĕ курасшăн, вĕсен телейĕшĕн ним умĕнче те чарăнса тăмаççĕ, темле йывăрлăха та чăтса ирттерме хатĕр.

Анне ырă кăмăлĕ, вăл ачасене чунтан юратни, вĕсене хĕрхенни пирĕн çемьене тепĕр 3 ачапа пуянлатрĕ. Аслă пиччесĕр пуçне манăн тепĕр 2 йăмăкпа 1 шăллăм пур. Вĕсене манăн «усрава илнĕ» ачасем тесе калас та килмест. Аттепе анне вĕсене, тен, хăйсем çуратнă ачасенчен те ытларах юратаççĕ пулĕ. Шăпа пĕчĕкскерсене çапла кÿрентернĕшĕн ачасем айăплă мар, çавăнпа аттепе анне вĕсене икĕ хут та ытларах юратаççĕ, тăван ашшĕ-амăшĕ парайман ăшша, чун юратăвне парнелеççĕ.

Димăпа Катьăна пирĕн çемье 2008 çулта хамăр пата илнĕ, Юльăна - кăçалхи август уйăхĕнче. Катьăпа Юля 2004-мĕш çулта çуралнă, Дима - 2002 çулта. Вĕсем виççĕшĕ те Тикашри ача садне çÿреççĕ. Кашни ир атте вĕсене машинăпа леçет, каçхине кайса илет.

Димăпа Катя - пĕр тăвансем. Çуратнă амăшĕн чунĕ ачисемшĕн сивĕннĕ, пурнăç тĕллевне вăл ачасенче мар, черкке тĕпĕнче курнă, çавăнпа ăна амăш прависĕр хăварнă. Димăна Шупашкарти ача çуртне, Катьăна Улатăр хулине янă пулнă.

Юльăна та Шупашкарти ача çуртĕнчен кайса илнĕ.

Çемьере килĕштерсе, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнни çак пысăк утăма тума май панă та аттепе аннене. Кунта анне тÿпи ытла та пысăк тесе калас килет манăн.



28 ноября 2009
00:00
Поделиться