Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Купăста - уяв патши

Агропромышленность комплексĕнче наци проекчĕ вăя кĕме тытăнсан, юхăнса пĕтнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем тепĕр майлă - хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пулса аталанма тытăнчĕç. Çĕре хисеплекенсем, тăван ял шăпишĕн, унта пурăнакансемшĕн пăшăрханакансем çанна тавăрсах ĕçлеме тытăнчĕç. Ÿркенменнисене патшалăх та çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшрĕ. Вăр-варрисем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕç. Кун пеккисем пирĕн районта та нумаййăн. Çĕр çинче вăй хурса çитĕнÿсем хыççăн çитĕнÿсем тăвакансем йышлансах пыраççĕ. Кÿршĕсен çитĕнĕвĕсем пире те савăнтараççĕ. Паян юнашар районти - Куславккари - Кунерти социаллă пурнăçпа культура центрĕнче иртнĕ республикăри пысăк уяв - Чăваш Енри çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе «Пахча çимĕç туса илекенсен кунĕ» пирки сăмах пырĕ.

Çак уява Карачри хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов пуçарса янă. Вăл экологи енчен таса, витаминсемпе пуян сиплĕ çимĕçе - купăстана çитĕнтернĕ май ăна вырнаçтарас тĕллевпе тăварлассипе конкурс шухăшласа тупнă, çакă вара каярахпа чăн -чăн уяв пулса кайнă. Халĕ çак уява республика шайĕпех хутшăнаççĕ. Кÿршĕллĕ республикăри Мари Эл фермерĕсем те хаваспах килнĕ.

Пирĕн районтан вара Пинерти Боредскийсен çемйи хутшăннă. Хальлĕхе вĕсем уяв еплерех иртнине курма кăна кайнă-ха. Апла пулин те пахча çимĕç туса илекенсен уявĕнче ирттерекен конкурса хутшăнса Герман Станиславович (алă çине купăста пуçне хурса вăл миçе килограмм тайнине чухласа) хаклă приз илме пултарнă.

Сăмах май каласан, Боредскийсен çемйи хăйсен çĕр пайĕн пĕр гектарĕ çинче çак культурăна çитĕнтерет. Уява кайса килни вĕсене çĕр ĕçĕнче вăй хума татах та хавхалантарса янă. «Уявра иртнĕ конкурссем купăста пирĕн пурнăçра мĕнлерех пысăк вырăн йышăннине кăтартса пачĕç. Раççейре купăстана мĕн авалтанпах сума сунă, ăна яланах хаваслă, çĕкленÿллĕ, лăпкă пулма пулăшакан пахча çимĕç тесе шутланă. Халĕ те купăста сиплĕ пулнине калаççĕ: пуç ыратнине ирттерет, нерв системине лăплантарать тата ытти те. Ял çыннин кашнин сĕтелĕ çинчех çак сиплĕ çимĕç. Акă мĕнлерех вăл купăста - чăн-чăн пахча çимĕç патши. Ку уявра вара купăстаран мĕнле кăна апат-çимĕç хатĕрлемен-ши - кунта вăл чăн-чăн уяв патши пулчĕ», - терĕ Людмила Анатольевна Боредская, хăйсем мăшăрĕпе çак уява хутшăнни çинчен кăштах каласа панă май.



28 ноября 2009
00:00
Поделиться