Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах çутă пултăр

Ĕç кал-кал та тухăçлă пулса пырасси уйрăм çынран нумай килет. Кăткăс производствăра унăн пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет. Лайăх специалист хатĕрлес тесессĕн ăна ачаранах професси вăрттăнлăхĕсене уçса памалла. Çавăнпах ĕнтĕ Чăвашэнергăн Кăнтăрти производство уйрăмĕн Вăрмарти электричество сечĕсен администрацийĕ кашни çулах районти шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсемпе уçă алăксен кунне ирттерет. Кăçал энергетиксем патне хăнана Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти информаципе технологи класĕсенче вĕренекенсем килчĕç.

Мероприяти ячĕшĕн çеç иртменнине «МРСК» Волга» акционерсен уçă обществин «Чăвашэнерго» филиалĕн Кăнтăр производство уйрăмĕнчен килнĕ сумлă «десант» та çирĕплетрĕ. Унăн шутĕнче - диспетчерпа техника управленийĕн служба начальникĕ С.Григорьев, кадрсем енĕпе ĕçлекен специалистсем - Н.Кабалина, Н.Сергеева. Хамăр районтан райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти директорĕ Ю.Никитин пулчĕç.

Чи малтанах электричество сечĕсен начальникĕ В.Петров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕсем пăхса тăракан «хуçалăх» чăннипех те пысăк, районти пур ялсене çутăпа тивĕçтерсе (Вăрмар поселокĕпе Çĕнĕ Кавалсăр пуçне) электричество коммуникацийĕсене пăхса тăраççĕ. Электричествăпа усă курасси çулран çул ÿссе пынă май, кунта ĕçлекенсен яваплăхĕ ÿсет, специалистсен квалификаци шайĕ çÿллĕрех те çÿллĕрех пулмалла. Çамрăксем вара мĕн çĕннине пуринчен маларах ăша хываççĕ. Тĕл пулу программинчи пĕр ыйтăвĕ ахальтен мар ĕнтĕ «Çамрăксен вăй-хăватне - энергетикăна» ятпа пулчĕ.

Кун пирки диспетчерпа техника управленийĕн служба начальникĕ С.Григорьев тĕплĕн калаçрĕ. Тĕрĕсрех каласан, тухса калаçни сисĕнмесĕрех аслă классенче вĕренекенсемпе энергетика системинче вăй хуракансем хăйсен шухăшĕсене уçса паракан калаçăва, унтан ыйту-хурава та куçса кайрĕ. Çамрăксене нумай япала кăсăклантарчĕ. Мĕншĕн Кăнтăрти уйрăм ятлă пулни те, миçе района пăхса тăни те, специалистсене ăçта хатĕрлени те, ĕç укçи мĕн чухлĕ пулни те, хĕрсем энергетика системинче пуçлăх пулма пултарни тата ытти те. Кунта пухăннисен пурин те - çак службăпа тÿремĕнех çыхăнман А.Тихоновпа Ю.Никитинăн та - калаçăва хутшăнса хăйсен шухăшĕсене уçса пама тиврĕ. Çакă, килĕшет-и пире, çук-и - пурте пурнăçра энергетиксен ĕçĕпе çыхăнса тăни пирки калать.

Ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни мĕн патне илсе пыма пултарни çинчен Ю.Сергеев тĕп инженер ăнлантарса пачĕ. Саперсем кăна мар, электричествăпа ĕçлекенсем те чылай чухне пурнăçра пĕрре кăна йăнăшма пултараççĕ. Çавăнпа та асăрханулăх, инструкци ыйтнине пурнăçлани малти вырăнта тăмалла. Пĕр-пĕр инкек сиксе тухас пулсассăн, вĕсене сирсе яма темле хатĕрсем те пур кунта. Вĕсемпе те паллаштарчĕ Юрий Николаевич. Электроэнергие ялсене мĕнле çитернине ачасем диспетчер пунктĕнчи пысăк схема тăрăх пăхса курчĕç. Вуншар километра тăсăлакан электролини провочĕсем, подстанцисем... Пурне те вĕсене пăхса, юсаса тăрасси пĕрре те çăмăл мар, анчах кăсăклă ĕç.

Тĕл пулу хыççăн миçе çамрăк çак профессие суйласа илме кăмăл тунине пĕлме çук паллах, анчах тивĕçлĕ пĕлÿ илмесĕр халăх сăмахĕпе каласан «пĕкĕ те аваймăн» тенине ăша хыврĕçех.



28 ноября 2009
00:00
Поделиться