Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Алекс» халăха кирлĕ тавар сĕнет

Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Пирĕн районта предпринимательлĕх аталанса, вăй илсе пырать. Хальхи вăхăтра районта пурĕ 681 предприниматель шутланать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри суту-илÿ ĕçĕпе тăрăшаççĕ, теприсем вара производствăна аталантарассипе вăй хураççĕ. Çавсен йышĕнче «Алекс» тулли мар яваплă обществăна та палăртса хăвармалла.

Ку общество чылай çулсем хушши рынок тапхăрĕнче аталанса пырать. Унăн продукцине районта çеç мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.

Çĕкленÿ тапхăрĕ йывăр та тумхахлă. Çапах та чуна парса ĕçлени, вăй хуни усăсăр пулманнине лайăх ăнланать Николай Николаевич Александров директор. Асăннă общество пĕр енлĕ çеç ĕçлемест. Кунта резинка туса кăларнисĕр пуçне сĕтел-пукан ăсталассипе те тимлеççĕ. Ăна вара заказпа пурнăçлаççĕ. Сĕтел-пукан ăсталама экологи тĕлĕшĕнчен таса строительство материалĕсемпе усă кураççĕ. Ку е вăл изделие юман йывăçĕнчен ăсталаççĕ. Ытти сĕтел-пуканпа танлаштарсан хаклăрах пулсан та, нумай çулсем усă курма май пур. Унсăр пуçне çÿлерех асăннă общество резинка туса кăларассипе те лайăх ĕçлесе пырать. Кăçал вĕсем ноябрь уйăхĕ тĕлне 407,8 пин погонлă метр резинка туса кăларнă. Ку начар мар кăтарту. Икĕ хутлă капмар çуртри цехсенче пулнă май çакна асăрхарăм: кунта ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Сăмахран С.Петрова рабочи асăннă обществăра 17 çул вăй хурать. Хăйĕн ĕçне вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пырать вăл. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 6 çын тăрăшса вăй хурать. Йышĕ пысăк мар пулин те, халăха кирлĕ, курăмлă ĕç тăваççĕ вĕсем.

Иртнĕ çулсенче ЧР Президенчĕ Н.Федоров ĕçлĕ визитпа Вăрмар тăрăхĕнче пулнă май, «Алекс» тулли мар яваплă обществăн ĕç-хĕлне лайăх хак панă пулнă. Паянхи кун та вĕсем рынок тапхăрĕпе тан утса пыма тăрăшаççĕ. Предприятие тытса тăма вĕсене ăнланса ĕçлени, пĕтĕм йывăрлăхсене пĕрле пайлани пулăшать.



02 декабря 2009
00:00
Поделиться