Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чукун çул вокзалне шыв кĕртеççĕ

Республика халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфратытăмне аталантарас тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе ЧР Президенчĕ «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ - Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, республикăри социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çавна май хальхи вăхăтра поселокри чукун çул вокзалне таса шыв кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Ăна пурнăçлаканĕ - Шупашкарти «АСТЭК» тулли мар яваплă общество. Кунти О.Марков мастер каланă тăрăх, вĕсен пурĕ 340 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ хывмалла. Асăннă ĕçсене халĕ поселокри Свердлов тăкăрлăкĕнче пурнăçлаççĕ. Общество ĕçченĕсем асăннă урам тăршшĕпех полиэтилен пăрăхĕсем хываççĕ, вĕсене çийĕнчех хупласа пыраççĕ. Çитес вăхăтра ку ĕçсене туса пĕтерме палăртнă.



02 декабря 2009
00:00
Поделиться