Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр кун та вуламасăр ан ирттĕр

Хальхи вăхăтра чылай ача кĕнекепе тÿрех туслашса каяймасть. Пĕри ÿкерчĕклĕ журналсем уçса пăхма юратать, тепри сехечĕпе ашшĕ-амăшĕ вуланине итлет, анчах хăй алла кĕнеке тытса вуласшăн мар. Мĕн тумалла-ха эппин? Чи малтанах вăйпа вулаттармалла мар. Эсĕ паян çакăн чухлĕ е ун чухлĕ страница вулатăн тени пĕрре те усă памасть. Чеерех пулăр. Калăпăр: «Мана хăв вулас килнĕ таран кăштах вуласа пар-ха», - тесе пăхăр. Малтан, чăн та, нумаях вуламĕ ача, каярах, кăсăкланса кайсан, пĕрре ларсах сыпăка та «çавăрса хурĕ». Анчах та çакă «пĕр йĕрке вуламасăр - пĕр кун та» çирĕпленнĕ каларăша манмаллине пĕлтермест, çавăнпа та кĕнеке вулассине йăлана кĕртме тăрăшăр. Çывăрма выртас умĕн, амăшĕ каçхи апат хатĕрленĕ вăхăт - кĕнекепе туслашмалли чи лайăх самант.

Çакна та асра тытăр - нимĕнле ача та каникул вăхăтĕнче партăна аса илтерекен сĕтел хушшине лармĕ, çавăнпа та кĕнеке вуланă чухне пысăках мар «йĕркесĕрлĕх» тăвăр - ача диван е кресло çине урине улăхтарма, пан улми е урăх япала çиме пултартăр. Кун пек чухне вăл кĕнекери сăнарпа хăвăртрах «пĕрлешсе» кайма пултарать. Çавăн пекех вулас текене шкул программипе кăна пăхнă кĕнекесене çеç ан сĕнĕр. Вуласси пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăрсан шкулта мĕн ыйтнине вулаттарасси йывăрлăх пулмĕ. Эпир аяларах сĕнекен материалсенчи Алешăпа Настьăна вара кĕнеке вуланин усси пирки каласа кăтартмалла мар, вĕсем хăйсем «Вуламасовсемшĕн» ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.



02 декабря 2009
00:00
Поделиться