Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксенче - малашлăх

Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Сидоров сахал мар çамрăка спортăн аслă çулĕ çине кăларнă. Вăл тăрăшнипе В.Расколов, В.Георгиев, А.Федоров, А.Ларионов, И.Никитин спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем тата ыттисем те велосипедпа чупса Раççейри, республикăри ăмăртусенче малти вырăнсем йышăннă. Юлашки вăхăтра кăна Н.Чубуковпа Р.Боредский спорт мастерĕн кандидачĕсем маунтинбайк енĕпе ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче, 1993- 1995 çулсенче çуралнă çамрăксем IV Раççей Спартакиадинче лайăх результатсем кăтартса тренера савăнтарчĕç.

Çак çитĕнÿсем спортсменсемпе мĕн пĕчĕкрен чуна парса ĕçленипе пулнă. Туртăнаççĕ тренер патне ачасем, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Акă 3 çул ытла ĕнтĕ Валерий Семенович патне секцие Кивĕ Вĕренертен Дима Яковлев çÿрет. Кавал шкулĕнче вĕренекенскер кашни кун тенĕ пекех вăл велосипед педалĕсене çавăрса Вăрмара тренировкăсене васкать, тăрăшса хăйĕн ăсталăхне туптать. Тăрăшсан вара çитĕнÿ пулатех. Акă кăçал велокросс енĕпе Раççей кубокĕшĕн ирттернĕ 8-10 тапхăрти ăмăртусенче 1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче мала тухнă, I-мĕш спорт разрядне тултарнă. Валерий Семенович хăй те ача чухне Çĕнĕ Вĕренертен Мăнçырма шкулне çитиччен велосипедпа çÿренĕскер, Димăра пысăк малашлăх курать. Эпир те вĕренекенĕ вĕрентекенĕнчен те пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр.



05 декабря 2009
00:00
Поделиться