Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хÿтлĕх «хÿтĕ» сăмахран

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн Вăрмарти тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ Э.Борисова уçрĕ.

Эмма Николаевна çак организацие çур çул кăна ертсе пырать-ха, апла пулин те хăш-пĕр курăнмалли ĕçсем тума ĕлкĕрнĕ - инвалидсемпе кану каçĕсем, экскурсисем, шашка-шахмат вăййисем ирттернĕ. Паянхи пек уçă ларусем йĕркелессине малашне йăлана кĕртесшĕн вăл.

Сусăрлă çынсене социаллă пулăшу парасси мĕнле пулса пынипе районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов паллаштарчĕ. Районта паянхи кун тĕлне 1900 яхăн инвалид, вĕсенчен 100 ытла ача, çавăнпа та çак пайăн куллен туса ирттермелли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вăл е ку енĕпе инвалид пулнине çирĕплетес тесессĕн кашни çулах ятарлă комисси витĕр тухмалли сусăр çынсемшĕн пĕрре те майлă мар, çавăнпа та сывлăха сиплемелле чухне ытларах хут пуçтарса та вăхăт нумай иртет.

Юлашки 2-3 çул хушшинче социаллă пулăшу парассине укçа çине куçарма тытăннă пулсан та, çак япала ытти аталаннă çĕршывсенчи пек 100 процента çитеймен-ха. Малашне пур инвалида та ятарлă социаллă карта парасшăн. Халĕ ăна Канаш районĕнче пурнăçа кĕртсе пыраççĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе, çăмăл автомашинăсемпе тивĕçтересси тавра çуралнă ыйтусене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ Владислав Федорович.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн тĕп специалисчĕ И.Александрова пенси законодательствинчи инвалидсене пырса тивекен улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Голубева «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» Федераллă саккуна ăнлантарса пачĕ. Тĕп библиотекăри информаци центрĕн заведующийĕ С.Щербакова «Анне - чун ăшши, хĕвел çути» кĕнеке куравĕн презентацине ирттерчĕ.

Лару пурте пĕрле пухăнса чей ĕçсе мĕн илтнине шăкăл-шăкăл калаçса сÿтсе явнипе вĕçленчĕ.




05 декабря 2009
00:00
Поделиться