Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Округ рекордне çĕнетнĕ

Кавалта çуралса ÿснĕ Николай Александрович Адюков çак кунсенче 55 çул тултарчĕ. Спортпа туслă пулнăран ăна çавăн чухлĕ параймăн. Çирĕп кĕлеткеллĕскер, вăй питти арçын хăйне вăр-вар тытать. Çамрăк курăнать.

- Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех йĕлтĕрпе чупса ăмăртаттăмăр. Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Иван Петрович Таратин ялти вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсен секцине йĕркелерĕ. 30-40 ача çÿреттĕмĕр унта. Кÿршĕ ялсенчи тутар ачисем те хапăлласах килетчĕç. Районта тата республикăра ирттернĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, район чысне пултаруллăн хÿтĕленĕ, лайăх результат кăтартнă, - аса илет спорт ветеранĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтсене.

Часах ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Кунта та спорта пăрахмасть вăл, йĕлтĕрпе чупать, ытти спорт мероприятийĕсене хутшăнать. Салтак служби çамрăк каччăшăн сисĕнмесĕрех иртсе каять.

Салтакран тĕрекленсе таврăннă чăваш каччи кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Васильевăри автотехникума вĕренме кĕрет, «питĕ лайăх» паллăсемпе пĕтерет. Унтан ăна Нефтеюганск хулине яраççĕ. 6 çул автоколонна начальникĕнче тăрăшать.

Часах вăл Ямал-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулине ĕçлеме куçать. Вăл вăхăтра 46 çулта пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессине питех пропагандăламаççĕ кунта. Чăваш спортсменĕ вара штанга йăтассипе ирттерекен ăмăртусене хутшăнма пуçлать. 2000 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçлать, виçĕ енлĕ ăмăртса 600 килограмм çĕклеме пултарать. Ултă çул хушши Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене хутшăнать, виçĕ хутĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăнать.

2006 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче кунта тухса тăракан «Северная вахта» хаçатра çапла çырнă: «Пауэрлифтинг ветеранĕ Николай Адюков «штангăпа кукленсе ларса» упражненире Ямал-Ненецк автономи округĕн çĕнĕ рекордне тунă, 270,5 килограмм çĕкленĕ».

Тепĕр çулхине Санкт-Петербург хулинче пауэрлифтинг енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентеш тепĕр чаплă çитĕнÿ тăвать. 50-59 çулхи 110 килограмм таран таякан ветерансем хушшинче штанга йăтассипе виçĕ енлĕ ăмăртса 650 килограмм çĕклет, иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ăна Раççей ветеранĕсен пĕрлештернĕ командине кĕртеççĕ. Вăл Чехире ирттерекен тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илет.

Николай Адюков халĕ те Ноябрьск хулинче автоколонна начальникĕнче вăй хурать, тăван яла - Кавала та килсех çÿрет.



05 декабря 2009
00:00
Поделиться