Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Специалист кунĕ» - Тикашра

Райадминистраци специалисчĕсем ку хутĕнче Тикаш ял тăрăхне çитсе курчĕç. Ĕçлĕ ушкăна райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ. Чи малтанах вырăнти специалистсемпе тĕл пулчĕç. Унтан специалистсем хăйсен ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова документ çаврăнăшĕсене тата ытти хут ĕçĕсене еплерех тытса пынипе интересленчĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕпе Н.Ивановапа районти тĕп библиотекăн представителĕ Т.Федорова тата культура отраслĕнчи представитель Тикаш, Хĕрлĕçыр ялĕнчи клубсемпе библиотекăсене, шкулсене çитсе курнă. Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ Т.Мелькова ял тăрăхĕнчи суту-илÿ объекчĕсенче пулчĕ.

Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн специалист-эксперчĕ В.Максимов пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тесе граждансем ял тăрăхне панă заявленийĕсемпе паллашрĕ. Ĕçлĕ ушкăнрисем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.




05 декабря 2009
00:00
Поделиться