Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Концертпа – сусăрлисем патĕнче

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче вĕсене халалласа республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Сăмахран, Шупашкарти Л.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра кашни çулах куçĕ курман 2500 инвалид пулать. Çавăн пекех вĕсем наци библиотекине те çÿреме пултараççĕ. Пирĕн районти библиотекăсенче те вĕсене яланах хапăл тăваççĕ. Çак ĕçрен ытти культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем те айккинче тăрса юлмаççĕ. Акă Вăрмарти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем, тĕп больницăри медицина сестрисем сусăр çынсене пăхакан уйрăмра пулса концерт лартса пачĕç. Культура ĕçченĕсен репертуарĕнче юрăсем, ташăсем пулчĕç. Куракансем кăмăллă юлчĕç.



09 декабря 2009
00:00
Поделиться