Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле

ЧР Культура национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн черетлĕ ларăвĕнче «Культурăпа кану учрежденийĕсене çĕнетес программăна пурнăçа кĕртес енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» ыйтăва пăхса тухнă. Ăна сÿтсе явнă чухне пирĕн районти тĕслĕхсене те пăхса тухнă. Министрăн çумĕ Т.Казакова хăйĕн пĕлтернинче Вăрмарсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2007 çулта алă пуснă «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине, çакна «Вăрмар районĕн культури 2006-2010 ç.ç» программа йышăнни те çирĕплетнине палăртнă. Культура учрежденийĕсен çурчĕсене юсама, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерме, территорие тирпей-илем кÿме район бюджетĕнчен 2,5 миллион тенкĕ тăкакланă, республика бюджетĕнчен - 515,5 пин тенкĕ. Виçĕ клуба çĕнетнисĕр пуçне тата иккĕшне - хула ял тăрăхĕсен хушшинчи «Вăрмар» культурăпа кану центрне тата Арапуçĕнчи учреждение - «тĕслĕх» шая çĕкленĕ. Çакăн усси куç кĕрет - тăхăр уйăхра ирттернĕ мероприятисен шучĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те ÿснĕ. Анчах çитменлĕхсем те пур-ха. Икĕ тĕслĕх культура учрежденине те Интернетпа çыхăнтарман, райадминистрацин сайтĕнче клуб учрежденийĕсене çĕнетессипе çыхăннă программăна вырнаçтарман. Специалистсем валли ятарлă литература, информаци çĕнĕ технологийĕсемпе ĕçлеме пултаракан квалификациллĕ кадрсем çук. Коллеги членĕсене çакăн пек ыйту та кăсăклантарнă: халăх йышĕ пĕчĕк, çамрăксем çук ялсенче клубсем тытса тăни вырăнлă-и? Хуравсем, шухăшсем тĕрлĕрен пулнă. Паллах, пысăк тăкак кÿреççĕ унашкаллисем. Çаплах та вĕсем те пĕтсен мĕн юлĕ чăваш ялĕнче?

Ялсенче клубсем, вулавăшсем пулмаллах. Унта мĕнле специалист ĕçлени, вăл хăйĕн тивĕçне еплерех пурнăçласа пыни - уйрăм ыйту. Вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен те килет çакă. Культура вучахĕн ĕçченĕ кам вĕсемшĕн; Чăнласах тăван йăла-йĕрке, аталану, ăнтăлу пуçĕнче тăракансем-и е ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушма ĕçĕсене туса пыракансем-и; Хуравĕ мĕнле пулмаллине пурте пĕлетпĕр пулĕ.



09 декабря 2009
00:00
Поделиться