Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пур çын та пĕр тан

Чĕрĕк ĕмĕр ытла «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корреспондент, ответлă секретарь пулса тăрăшрĕ Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ В.Миронов. Хаçатçă ĕçĕ çын ĕçĕ-хĕлĕпе тÿремĕн çыхăннă май, кампа-кампа кăна тĕл пулма, курса калаçма тивмен-ши унăн? Статйисемпе очеркĕсем хаçат страницисенче кун çути курсах пынă пулсан та, унта шăнăçайманнисем Виталий Кузьмича вĕсене уйрăм кĕнекесене кĕртсе çынсем патне çитерме хистенех ĕнтĕ. Чи малтанах вăл çак ĕçе хăйĕн уйрăм хайлавĕсенчен мар - районти çыравçăсен сăвви-калавĕсене пухса хатĕрленĕ кăларăмран пуçларĕ. Çынсем мĕнлерех йышăнĕç терĕ-ши? «Кĕтне, Ара, Энĕш шевлисем» халăх хушшинче лайăх саланчĕ. Çакă çыравçăна малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ. Акă нумаях пулмасть унăн çĕнĕ (тăваттăмĕш) кĕнеки кун çути курчĕ. Кунта калавсемпе пĕрлех аса илÿсем те, тĕпчев статйи те, куçарусем те кĕнĕ пулсан та, автор ăна «Кĕтÿçĕ калавĕсем» ят панă. Ахальтен те мар пулĕ, хайлавсенче тĕрлĕ темăна хускатнă пулсан та, шухăшĕ пĕр - пур çын та тан. Кĕтÿçĕ-и эсĕ, пуçлăх-и - çынпа çын пек пулмалла, ырă йĕр хăварма тăрăшмалла. Пăтăрмахĕ вара пурнăçра пурин те пулма пултарать.

Çăмăллăн вуланаççĕ хайлавĕсем. Хăш-хăш тĕлте Иван пичче Илле Тăхтин паллă «Шерхулла» калавĕнчи кĕтÿçĕн тăванĕ мар-ши тесе те шутласа илетĕн. Вара хăвна-хăвах тÿрлететĕн - лере Шерхулла тутар чăваш ялĕсенче кĕтÿ кĕтет, кунти Çумкка Иванĕ чăваш - Тутар тăрăхĕнче. Австрали писателĕн Генри Лоусонăн хайлавĕсене те çывăх Виталий Кузьмич калавĕсем. «Симĕс» континентри XIX ĕмĕрти кĕтÿçĕн те шухăшĕсем пирĕн енчисенни пекех пĕр евĕр - кĕтĕве тĕрĕс тĕкел пăхмалла, юлташа йывăрлăхра пăрахмалла мар, çемье ăшшине, юратăва упрамалла. Çакă пĕрре те кăткăс япала мар пек, анчах хушăран çавна манатпăр-çке. В.Миронов кĕнекинчи сăнарсем, уйрăмах Иван пичче кĕтÿç сăнарĕ, çакна пире тепĕр хут аса илтереççĕ.



09 декабря 2009
00:00
Поделиться