Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр çинчи пур çулсен хапхи

Кĕркуннен юлашки кунĕсенче Тикашра паллă пулăм пулса иртрĕ - ялти шкул 125 çул тултарчĕ. Çак ятпа кунта унтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсем, ял халăхĕ, ытти хăнасем пуçтарăнчĕç. Мероприяти Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунинчен пуçланчĕ. Унтан уява пухăннисем тĕслĕх библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе, «Хĕвел» ача сачĕпе паллашрĕç. (Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла - ача садне уçнăранпа ноябрь уйăхĕнче 25 çул çитрĕ). Чаплă лару-тăрура тăван тăрăх, шкул историйĕпе, çынсен кун-çулĕпе паллаштаракан музей уçрĕç. Уявăн официаллă пайĕ шкулăн спорт залĕнче иртрĕ.

Юбилей ячĕпе саламласа ăна шкул директорĕ Н.Иванов уçрĕ. Шкул историйĕпе паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, салам çырăвĕсемпе телеграммисене вуласа пачĕ. Л.Ивановапа Н.Тимофеев вĕрентекенсем уяв программине пур теле куравçăна та килĕшекен «Сенкер кăвайт» передача евĕр йĕркеленĕ - кашни тухса калаçакан хыççăн шкул ачисем пухăннисене юрă-ташăсемпе саламларĕç.

Шкул историйĕнчен.

Упранса юлнă истори материалĕсенчен çакă паллă - Тикаш ачисем пуçласа тăван ялти шкулта партăсем хушшине 1884 çулта ларнă. Унччен çутта туртăнакансен пĕлÿ пухма тĕрлĕ çĕре çÿреме тивнĕ. Акă пĕрремĕш учитель Иван Игнатьев Шăхальти земство училищинче пĕлÿ илнĕ. Шкул малтанах учитель валли ятарласа лартнă çуртра вырнаçнă, тĕне кĕртекен Гурий тăванлăхĕн шкулĕ пулнă. Пĕрремĕш çул парта хушшине пуçласа 24 ача ларнă.

1889 çулта шкул С.Иванов-Морозов хресчен çуртне куçать. 1930-1940 çулсенче унта колхоз правленийĕ вырнаçать, çавăнпа та ачасен пуянрах çынсенчен кулак тесе туртса илнĕ çуртсенче пĕлÿ илме тивет. 30-мĕш çулсенче пуçламăш класс хыççăн вĕренес пĕлĕве малалла тăсас текен ял çамрăкĕсем Хĕрлĕçырти 7 класлă шкула çÿренĕ. 1937 çулта Тикашра 7 класлă шкул çуртне тума пуçлаççĕ, тепĕр 2 çултан хута яраççĕ. Чи йывăр вăхăтра - вăрçă çулĕсенче - шкула Ф.Илларионов ертсе пынă. Унтанпа нумай шыв юхса иртрĕ ĕнтĕ. Шкул пурнăçĕн анлă çулĕ çине çĕршер-çĕршер çынна кăларнă, кăларать те.

Вĕсем пуçтарăннă та ĕнтĕ çак кун «вĕрентÿ сăпкин» юбилейне.

Вĕсен шутĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хăй вăхăтĕнче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ В.Терентьев, «Тикаш. Пĕрремĕш шкул - пирвайхи вĕрентекен» кĕнеке авторĕ В.Чернова, «Тикаш - аякри тата çывăхри», «Ват юманăн тымарĕсемпе тураттисем», «Çĕр çинчи пур çулсен хапхи» кĕнекесен авторĕ Г.Кабаков, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ, нумай кĕнекесен авторĕ А.Хованский. Вĕсем çак паллă кунпа саламланă май хăйсен кĕнекисене те шкул библиотекине парнелерĕç. Вăрмар район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Е.Николаева, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Шигали» ЯХПК председателĕ А.Ульянов, 1980 çулта шкултан вĕренсе тухнă, халĕ райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿпе экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова, культура, социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн сектор заведующийĕ Г.Нарсова тата ыттисем. Вĕсем шкул, вĕрентекенсен ячĕпе ырă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç.

Шкул ачисемпе пĕрлех ял халăхĕпе хăнасене çĕнĕ юрăсемпе чăваш эстрада çăлтăрĕсем А.Шадриков, Татьяна саламларĕç.

Хальхи вăхăтра спонсорла пулăшусăр пысăк мероприятисем ирттерме йывăр. Йĕркелÿ комитечĕ шкул юбилейне асра юлмалла тума пулăшнăшăн Г.Чернова, В.Иванова, А.Сапаркина, А.Ульянова, М.Николаева, Викторпа Александр Кондаковсене, Владимирпа Николай Ивановсене тата ыттисене тав тăвать.



18 декабря 2009
00:00
Поделиться