Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Саккуна пăхăнса ĕçлесси - тĕп вырăнта

Районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн тĕп тĕллевĕ - преступленисене тĕпчесе уçса парас ĕçе саккунпа пăхнă вăхăта çÿллĕ те пахалăхлă шайра туса пырасси, преступлени тăвас çулсене пÿлесси.

Кăçалхи 11 уйăх хушшинче уйрăмри следовательсем 71 уголовнăй ĕçпе ĕçленĕ. Тĕпрен илсен, кунта ют пурлăха вăрланипе, çын сывлăхĕпе пурнăçне сиен тума тăнипе, çул-йĕр çинче пулса иртнĕ пăтăрмахсемпе çыхăннисем пулнă. 42 ĕçе вĕçне çитерсе суда ярса панă. Кăтартусене тишкерсе тухнă хыççăн çакна калама пулать: следстви уйрăмĕ хăй умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. 11 уйăх хушшинче пĕр ĕçе те чарса лартман, саккуна пăсса пĕр çынна та тытса чарман, арестлемен е уголовнăй майпа явап тыттарман.

Следовательсем темле кăткăс преступленисене уçса панă чухне те чăн-чăн айăплисене тупса палăртас тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Профилактика ĕçĕ те айккинче тăрса юлмасть. Çак тĕлĕшпе пирĕн сотрудниксем шкул ачисем умĕнче, ĕç коллективĕсенче, халăхпа тĕл пулусем ирттереççĕ, предприятисемпе учрежденисен, организацисен ертÿçисем умне преступлени тума майсем туса паракан вăл е ку сăлтавсене вăхăтра пĕтермелли çинчен представленисем тăратаççĕ, массăллă информаци хатĕрĕсемпе таччăн ĕçлесе кирлĕ информацие халăх умне çитерме тăрăшаççĕ. Акă 11 уйăх хушшинче çÿлерех асăннă 70 представлени тăратнă, вĕсенчен виççĕшĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă. Право йĕркисене пăсма пултаракан 31 гражданина профилактика учетне илнĕ, 10 çынна административлă, дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.

2010 çулта та следстви уйрăмĕ хăйĕн ĕçне саккуна пăхăнса, преступленисене уçса парассине лайăхлатса пырĕ.



18 декабря 2009
00:00
Поделиться