Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăрăшмасăр ăнăçу пулмасть

Çĕршыври экономикăн йывăр лару-тăрăвне пăхмасăрах пирĕн районта предприятисем начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Çĕнĕ предприятисем уçăлни вара район экономикине аталанма май парать.

«АВАН - ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă общество та вĕсен шутĕнче. Кунта туса кăларакан продукци хамăр республикăра çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те лайăх сутăнать. Çавна май кăçалхи кăтартусем те курăмлă. Пурĕ 29 миллион та 307 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларса ăсатнă.

Рынок экономикин тапхăрĕнче пурăннă май, предприяти ÿсĕмĕ конкуренцире çĕнтерме пултаракан пахалăхлă тĕрлĕ йышши продукци кăларнинчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хальхи вăхăтра кунта 1 лини ĕçлет. Вĕсем пахча çимĕç сапма шлангсем кăлараççĕ. Кунта пĕрмеллĕ, яка йышши шлангсем те пур. Вĕсене касакан станокпа 25-шер метр касса çавăрса хураççĕ. Кунти мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Çак ĕçре хальхи вăхăтра В.Васильева, П.Васильев тата ыттисен тăрăшулăхне те палăртмалла. Пурĕ 10 тĕрлĕ шланг туса кăлараççĕ. Цехра Китай çĕршывĕн оборудованине вырнаçтарнă. 22 çын тăрăшса вăй хурать ку обществăра. Асăннă издели çуллахи сезон вăхăтĕнче лайăх сутăнать. Çавăнпа та ăна маларахрах çителĕклĕ таран хатĕрлесе хума тăрăшаççĕ кунти рабочисем. Туса кăларнă продукци складсенче вăрах выртмасть, çийĕнчех сутăнать. Пахалăхне шута илсе ăна ытти регионсенчен маларахрах та туянма васкаççĕ. «АВАН – ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Ильин пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчери кризис вăхăтне парăнтарса малалла талпăнма тăрăшаççĕ вĕсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - халăха пахалăхлă продукципе тивĕçтересси. Пĕтĕмĕшле каласан, вăтам тата вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, ялта питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ÿстерекен, халăх промыслине аталантаракан вăй пек пăхмалла. Çакă вара пире çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталану шайĕ ÿсĕ.



18 декабря 2009
00:00
Поделиться