Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧР Президенчĕн Çырăвне хакласа

В. ИВАНОВ, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ: Таврари тасалăха курсан çын чунĕпе те тасарах пулать. Çакна Республика кунĕ умĕн Вăрмар поселокĕнче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем те çирĕплетеççĕ. Темиçе çынран та илтнĕ, хам та курнă: пĕр-пĕр çын çÿп-çап пăрахма тăнă çĕртенех чарăнса тăрать - ара, таврара тап-таса, пăрахма тăнă аллинчи япалана та вăл айккине мар, ятарлă вырăна кайса пăрахать. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ кашни çынра «ешĕл шухăшлава» аталантарма майсем туса памалла тени маншăн уйрăмах çывăх. Çут çанталăкшăн кашни кунах тăрăшма, унта пулса иртекен улшăнусене пĕлсе тăма, пулăшмашкăн хатĕр пулма вĕрентмелле.

А. УЛЬЯНОВ, «Шигали» хуçалăх пуçлăхĕ: Президент Çырура çитес çул валли пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем палăртнă. Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ шухăш-кăмăлсене палăртни çав тери кирлĕ пулăм. Манăн ĕç çĕр ĕçĕпе çыхăннă май, Çырура чи малтан çак енĕпе палăртнисемпе интереслентĕм. Çитес çул республикăра «ешĕл революци» старт илессине палăртнă, çакă вара экологи енчен таса продукт туса илме май парĕ. Ял хуçалăх производствинче туса кăларнă продукцине туса илессине, ăна упрассине, тирпейлессине, сутассине çĕнĕлле йĕркелесе яма палăртни питех те вырăнлă. Президент хăй каланă сăмахне пурнăçлатех, çакă вара халăхшăн тăрăшнине пĕлтерет. Малалла та ăнтăлса ĕçлеме хистекен документ пире ĕçре пулăшса пырĕ.



23 декабря 2009
00:00
Поделиться