Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малалла вăй хума тĕллевсем палăртнă

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин пай начальникĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă. Унăн тĕп теми - Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне 2010 çул валли янă «Чăваш Ен пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăвĕ.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн райадминистрацин ларусен залĕнче райадминистрацин пай начальникĕсемпе, специалисчĕсемпе тĕл пулчĕ. А.Гончаров министр ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ, республикăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

«Президент Çырăвĕ - малалла та ăнтăлса ĕçлеме хистекен документ. Тăван республикăна кăçал çăмăлах пулмарĕ пулин те, вăл ăна Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемшĕн ырă тĕслĕхпе, ĕçри ÿсĕмсемпе вĕçлет. Президент хăй вăхăтĕнче ялсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерме шантарчĕ - тĕллев пурнăçланчĕ. Республикăри кашни ял патне асфальт çул илсе çитерме тĕллев тытрĕ - вăл та пурнăçа кĕчĕ. Президент çине тăнипех тĕслĕх библиотекăсем ял культурине çÿллĕ шая çĕклеççĕ. Виçĕ çул хушшинче республикăра хальхи вăхăтри 19 спорт керменĕ çĕкленĕ, ытларахăшĕнче бассейн пур. Инфратытăм республикăра пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Çавна май Çĕнĕ Шупашкарта «Роснанотех» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле тăвакан 20 миллиард та 128 миллион тенкĕ инвестици хывакан хĕвел модулĕсен производствине йĕркелеме палăртнă. Кунта вара 1 пин те 300 яхăн çĕнĕ тата хальхи йышши ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Унта талантлă çынсемшĕн çĕнĕ те питĕ интереслĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç, чи малтанах - çамрăксемшĕн», - терĕ А. Гончаров министр. Вăл çавăн пекех вĕрентÿ системинче, сывлăх сыхлавĕнче пысăк ÿсĕмсем тунине палăртрĕ. Вĕсемпе пĕрлех çут çанталăка сыхламаллине, çавна май 2010 çулта Чăваш Енре «ешĕл революци» старт илнине каларĕ. Чăваш Ен ытларах ял хуçалăх регионĕ пулнине шута илсе, ун экономикине аталантарасси - ял хуçалăх продукцине туса илесси - çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Çырура палăртнă çулталăкне 1 миллион тонна тымар çимĕç, 1 миллион тонна тырă туса илмеллине асăнса хăварчĕ.

«Президент Патшалăх Канашне янă Çыру - республика умне кăларнă ыйтусене пĕрле татса пама хăват паракан пысăк пулăм», - терĕ вăл хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май. Унтан Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Т.Шиманова сăмах илчĕ. Вăл республика бюджетне укçа-тенкĕ пырса кĕресси уйрăм çынсенчен тата юридици сăпатĕнче тăракансенчен налук еплерех пухассинчен килнине каларĕ.

Татьяна Вячеславовна кăçал халиччен регистрацилемен çĕр участокĕсене, куçман пурлăха тупса палăртнине пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех кашни çыннăн налуксене вăхăтра тÿлемеллине, парăмсене вара 2010 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен тÿлесе татмаллине палăртса хăварчĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов Патшалăх Канашне янă Çырăвăн тĕп тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмеллине каларĕ, республика кунне ирттерме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрне А.Гончарова тав турĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕçлĕ ушкăн поселокра пулакан чукун çул вокзалне, «АВАН -ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăна, çул хĕрринчи автосервиса, Порфирьев урамĕнчи 24 хваттерлĕ çурт-йĕре çитсе курчĕç, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. Хальхи вăхăтра экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах «АВАН-ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă обществăра ĕçсем начар мар пыраççĕ. Пахча çимĕç сапмалли тĕрлĕ йышши шлангсем кăлараççĕ кунти рабочисем.

Поселокри Порфирьев урамĕнчи 24 хваттерлĕ çурта хута ярассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшать. Çитес вăхăтра кунта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, тăлăх ача, авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансем куçма палăртаççĕ. Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Кивĕ Вăрмар, Кĕлкеш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче те активлă иртрĕ.



23 декабря 2009
00:00
Поделиться