Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçа илем кÿрекен

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Зоя Антоновна Краснова çак кунсенче 60 çул тултарать тенине илтсен пĕрре те ĕненес килмерĕ - ялан вашават та лара-тăра пĕлменскере сăнран ун чухлĕ параймăн. Анчах çут çанталăк саккунĕ çапла ĕнтĕ - çемье хăтлăхне тытса пырса ачасене пурнăç çулĕ çине кăларнă, куллен ĕçе çÿресе обществăлла пурнăçа ячĕшĕн кăна мар хутшăннă хушăра вăхăт мĕнле иртнине те сисместĕн.

Вырăссем телейлисем сехет пăхмаççĕ, тесе ахальтен каламан çав. Ĕмĕрĕ нумай енлĕ те тулли пулнă Зоя Антоновнан, халĕ те çавах. Йывăрлăхне те сахалах курман пулĕ, анчах пĕринчен Турри ăна хăтарнах: пурнăçра чи йывăрри - нимĕн тумасăр ларасси теççĕ, ку вара ăна пырса тивмен. Нихăçан та ĕçсĕр ларман, пур çĕрте те чуна парса ĕçленĕ.

1949 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче кун çути курнă вăл. Хăйĕн ĕç биографине 1966 çулта «Восход» колхозра колхозницăра ĕçлесе пуçланă. 1967 çултан виçĕ çул хушши Астрахань облаçĕнчи Черноярски районĕнчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. 1970-1973 çулсенче Кивĕ Вăрмарти апат-çимĕç лавккинче сутуçăра, унтан «Урмарский» совхозра доярка, 1976 çулта чăх-чĕп пăхакан пулса тăрăшнă. Алла 1980 çулхи «Хĕрлĕ ялав» хаçат лекрĕ. Акă мĕн çырнă унта Зоя Антоновнан çав çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки: «Вăл пур ĕçе те тăрăшса тăвать, малта пыракансен ĕç опытне вĕрентет. Çакă ăна ĕçре çитĕнÿсем тума май парать. 1979 çулта, кашни чăхран 225 çăмарта илсе, совхозри чăх-чĕп пăхакансем хушшинче соцализмла ăмăртура мала тухрĕ. З.А.Краснова хăйĕн ĕçри квалификацине ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçлет. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн совхоз дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ ăна темиçе тутчен те Хисеп грамотисем панă». Хальхи çамрăксемшĕн «социализм» сăмах ют ĕнтĕ, анчах аслăрах ăрурисем ун чухнехи ăмăртусем пуш сăмах çеç пулманнине лайăх ас тăваççĕ. Асăннă çул кăна мар, вăл вăхăтри кашни çулах çак ята, «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Пилĕкçуллăх ударникĕ» ятсене те тивĕçнĕ. Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин (ВДНХ), «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене илме тивĕçнĕ.

Обществăлла ĕç те ют пулман харсăр хĕрарăмшăн. Ăна Кивĕ Вăрмар ял Совечĕн депутачĕ, Вăрмар районĕнчи халăх сучĕн халăх заседателĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн 10-мĕш созыври депутачĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсен слечĕсен делегачĕ пулма суйланă.

Кивĕ Вăрмар каччипе Михаил Сергеевич Сергеевпа çемье çавăрса вĕсем виçĕ хĕре ура çине тăратнă. Асли, Надежда, Зеленодольскри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ Чупай çамрăкĕпе Игорь Валерьевичпа пĕрлешсе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Надежда Михайловна - уйрăм предприниматель. Вăталăххи, Ирина Михайловна, Хусанти механикăпа технолони техникумне, Чăваш ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕн специальноçне суйласа илме амăшĕн витĕмĕ те чылай пулăшнă ăна. 3 çул хушши ĕнтĕ «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмне ертсе пырать. Мăшăрĕпе, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хуракан Валерий Николаевичпа, ывăлпа хĕр пăхса ÿстереççĕ. Кĕçĕнни, Светлана Михайловна та, çемьеллĕ. Юдинăри чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухсан хăйĕн пурнăçне чукун çулпах çыхăнтарнă - диспетчер пулса ĕçлет. Мăшăрĕ, Алексей Анатольевич, транспорт милицийĕн Канашри уйрăмĕн сотрудникĕ. Хĕрĕсене Зоя Антоновнапа Михаил Сергеевич пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, çавăнпа та çакăн çимĕçĕ вĕсем патне халĕ ырăпа таврăнать - пурте вĕсем ятлă-сумлă.

Чирлекеленĕ пирки 90-мĕш çулсенче Зоя аппа ферма ĕçĕнчен пăрăнса Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта техслужащи пулса ĕçлеме пуçларĕ. В.Макарова директор каланă сăмахсем халĕ те асрах-ха: «Пурте Зоя Антоновна пек ĕçлес пулсассăн, техслужащисен штатне те чакарма пулать», - тенĕччĕ вăл. Çакă мар-и вăл çын ĕçченлĕхне хакланă ыр сăмах. Чăн та, çынна ĕç вырăнĕ мар, вырăна çын хăй илем кÿрет тенипе мĕнле килĕшмĕн. З.Краснова пек çынсем ытларах пулсан пурнăç та хитререх те хăтлăрах пулĕччĕ. Çавăнпа та нумай çулсем пурăнма ăна сывлăхпа ăнăçу сунар.



23 декабря 2009
00:00
Поделиться