Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăлăх ачасене - çурт-йĕр

Ачалăх - чи телейлĕ самант. Ашшĕ-амăшĕн хÿттинче вĕсем хăйсене çирĕп, шанчăклă туяççĕ. Мĕн кирлипе пĕтĕмпех ачасене тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем лайăх вĕренччĕр, ăслă-тăнлă пулччăр тесе ашшĕ-амăшĕ вăй-халне шеллемесĕр иртен пуçласа каçчен тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр информаци технологисен ĕмĕрĕ пулнă май, кашни çемьере тенĕ пекех компьютер пур. Çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма районта «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçнă. Çемьере çитĕнекен ачасемсĕр пуçне пирĕн районта тăлăх ачасем те пур. Вĕсен вара, çемьери ачасемпе танлаштарсан, пурнăç условийĕ урăхларах. Ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхнине е ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсен ачалăхĕ йывăррăн иртет темелле. Тăлăха юлнă ачасем те пур. Кун пек ачасем хăйсене хÿтлĕхсĕр ан туйччăр тесе Раççей Федерацийĕ тата пирĕн республика шайĕнче те чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Сăмахран, «Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, тăлăха тăрса юлнă ачасене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» Чăваш Республикин саккунĕн 11 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн кăçал 6 тăлăх ачана (Аслă Чакран -2, Энтриялĕнчен -1, Чупайĕнчен -1, Вăрмар хула тăрăхĕнчен -2) çурт-йĕр туянма укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çакна палăртмалла: çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн 2007 çулта - 4, 2008 çулта 3 тăлăх ача çурт-йĕрлĕ пулнă.



23 декабря 2009
00:00
Поделиться