Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăрушсăрлăх çинчен ан манăр

Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса пынă май пиротехника хатĕрĕсемпе асăрханусăр тата тĕрĕс мар усă курнипе, елкăсене лартмалли тата электричество гирляндисене çутмалли правилăсене пăснипе пушарсем тухас тата çынсем аманас хăрушлăх çивĕч тухса тăрать. Ачасем те, çитĕннисем те шар кураççĕ. Пиротехникăпа тĕрĕс мар усă курнипе ытларах чухне алăсене, урасене, пите пĕçертсе яни, çавăн пекех суранланни пулать.

Уявсене усăллă та инкексемсĕр ирттерес тесен чи кирлĕ правилăсене пăхăнмалла. Вĕсем йывăр мар.

Карнавал костюмĕсене, теттесене вут-çулăмран хÿтĕлекен шĕвекпе йĕпетмелле: пĕр литр ăшă шывра 150 грамм кальци е апат-çимĕç соди тата 50 грамм крахмал ирĕлтермелле те унта маскарад костюмĕсене, мамăка 10 минутлăха шÿтерсе лартмалла, унтан типĕтмелле.

Елкăна шанчăклă тĕрев çине лартмалла. Тухмалли алăксенчен, хутса ăшăтмалли приборсенчен аякра пултăр, турачĕсем шторăсемпе чÿрече каррисене, хăвăрт çунакан ытти материалсемпе япаласене лексе ан тăччăр. Елкăна капăрлатма заводра тунă тата юсавлă гирляндăсемпе кăна усă курмалла.

Елка çывăхĕнче çуртасем, бенгали çутисем тата фейерверксем чĕртме юрамасть.

Çĕнĕ çул елкин уявне ирттернĕ чухне çитĕннисен пăхсах тăмалла. Уявшăн яваплă çынсен çулăм тухас пулсан мĕн тумаллине пĕлмелле: çынсене эвакуацилеме, огнетушительсемпе тата пушар сÿнтермелли алă айĕнчи хатĕрсемпе усă курма. Пушар тухсан пĕр тăхтаса тăмасăр 01 номерлĕ телефонпа пушар хуралне чĕнсе илĕр.




26 декабря 2009
00:00
Поделиться