Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Салютсем савăнăç кăна кÿччĕр

Çĕнĕ çул уявĕ салют-фейерверксемсĕр иртмест ĕнтĕ. Анчах тĕрлĕ инкексем час-часах пулкаланăран пиротехника япалисене сутас йĕркене çулсеренех хытарса пыраççĕ. Мĕн пĕлмелле-ха вĕсене сутаканăн;

Пиротехникăна пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе килĕшсе талса лавккасен ятарлă уйрăмĕсенче çеç сутма юрать. Вĕсем çÿлти хутсенче, тухмалли-кĕмелли алăксенчен, пусмасенчен тăватă метртан кая мар аяккарах пулмалла. Суту-илÿ аппарачĕсене çынсем тухса çÿрекен вырăнсене вырнаçтарма юрамасть. Пиротехникăна упрасса та ытти таварсенчен уйрăм, çунман материалсенчен тунă пÿлмесенчи тимĕр ещĕксенче упрамалла. Ещĕкĕсем путвалсенче мар, чÿречеллĕ е тĕтĕм тухмалли шахтăллă пÿлĕмсенче пулмалла. Суту-илÿ предприятийĕ çак ĕçпе çыхăнман çуртра вырнаçнă пулсан, вĕсенче те пиротехникăпа ытти сирпĕнекен япаласене упрама юрамасть. Çулăм хăвăрт ярса илме пултаракан таварсене те ятарлă пÿлĕмсенче виçсе чĕркемелле. Пур пиротехника продукцийĕн упаковки çинче те вырăсла çырнă инструкци пулмалла. Енчен те вăл уйрăм хут çинче пулсан, пĕлсех тăрăр - ку суя продукци. Çак инструкцире пиротехникăпа мĕнле усă курмаллине тĕплĕн çырса ăнлантармалла. Салютсемпе петардăсемпе çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытларах пулсан усă курма юрамасть. Пÿлĕмсенче е балкон çинчен яма юраманни пирки те манса ан кайăр. Фейерверка выльăх-чĕрлĕхрен, проводкăсенчен, çурт-йĕртен тата йывăçсенчен 20 метртан çывăхрах ан ярăр. Салютсем вĕсене сутакансене те, илекенсене те савăнăç кăна кÿччĕр.



26 декабря 2009
00:00
Поделиться