Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асра юлнă пулăмсем

- Вăрмар поселокĕнче И.Таратинăн «Мега Центр» лавкки уçăлнă.

- Яллă районсем хушшинче хоккейла выляса пирĕн районти «Легион» команда республика чемпионĕ пулса тăнă.

- Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче С.Харитонов предпринимателĕн пекарня хута кайнă.

- Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнĕ тĕле воин-афганецсен ушкăнне юбилей медалĕ парса чысланă.

- Вăрмар райповĕн «Пучах» («Колос») лавкка уçăлнă.

- Майăн 28-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче воин-пограничниксене халалланă палăк уçнă.

- Арапуçĕнче, Вăрмар поселокĕнче культурăпа кану центрĕсем йĕркеленĕ.

- Июнĕн 24-мĕшĕнче Вăрмарта Республика кунĕ иртнĕ. Çак кун район центрĕнче историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕ, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ, ипподром, Энĕшпуçĕнче çемье врачĕн офисĕ, пушар деповĕ уçăлнă. Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ харăсах пассажирсем турттармалли 5 автобуспа пуянланнă.

- Пĕтĕм Раççейри «Чăваш сăра тинĕсĕ» фестивальте «Нива» тулли мар яваплă общество «Грушевый аромат» пылак шывшăн ылтăн медаль илнĕ.

- Известь завочĕ пулнă вырăнта «Аурат» акционерсен уçă обществи, «Труд», «АРС» тулли мар яваплă обществăсем йĕркеленĕ.

- Вăрмар поселокĕнче 24 хваттерлĕ пурăнмалли çурта туса пĕтернĕ.

- «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество продукци - пĕремĕк-печени - кăларма тытăннă.

- РФ Перекет банкĕн «Бизнес-Авто-кредит» программипе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики ACROS-530 комбайн, «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ МТЗ трактор туяннă.

- Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем район гербĕпе ялавне, гимнне çирĕплетнĕ.

- Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем 3 единица техника туяннă.

- Вăрмарта «Р» кафе-бар уçăлнă.

- «Ресурсы» агрофирма республикипе чи пысăк хăмла тухăçĕ - гектартан 18,6 центнер - илнĕ.

- Районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейне тĕнчипе паллă конструктор М.Калашников хăйĕн парнисене панă.

- Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне - 2009» куравра «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики унта тăратнă продукцишĕн РФ ял хуçалăх министерствин грамотине тивĕçнĕ.

- Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула ачасене турттарма çĕнĕ шкул автобусĕ панă.

- Вăрмар поселокĕнчи «Выбор» лавкка уçăлнă.

- Тикаш ялĕнче Çветтуй Георгий Победоносец часавайне хута янă.

- Тикашри шкул - 125, Пысăк Енккассинчи - 120 çул тултарнă.

- «Универмаг», Ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн çурчĕсене туса пĕтернĕренпе 30 çул, налук инспекцийĕн çуртне хăпартнăранпа 15 çул çитнĕ.

- ЧР Министрсен Кабинечĕ «ЧР Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕн чиккине пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли çĕр участокĕсем кĕртесси çинчен» Йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн асăннă лаптăкра пурăнмалли 54 кил-çурт хăпартмалла.




01 января 2010
00:00
Поделиться