Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕркелĕхпе тăнăçлăхшăн

Прокуратура системи право хуралĕн тытăмĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ сыпăксенчен пĕри шутланать. Граждансен интересĕсене çирĕп хÿтĕлесси, преступлени тăвассипе кĕрешесси, обществăри йĕркелĕхпе тăнăçлăха тивĕçтересси - район прокуратурин тĕп тивĕçĕсем. Январĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвакан Прокуратура ĕçченĕн кунĕ - пĕтĕмлетÿ тумалли хăйне евĕр вăхăт.

2009 çулта саккуна пăснă 1435 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 391-шĕ - саккуна пăсса йышăннă право акчĕсем, пуринпе те вĕсемпе хирĕçлев тăратнă. Районти судсене 3 млн та 890 пин тенкĕлĕх 676 искпа заявлени ярса панă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем пирки 190 представлени çырнă, пăхса тухнă хыççăн 160-шне дисциплинарлă явап тыттарнă. Район прокурорĕн йышăнăвĕпе должность йышăнакан тата ахаль 164 гражданинăн административлă явап тытма лекнĕ. Должность йышăнакан 58 çынна саккуна пăсасран асăрхаттарса хăварнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 8 çын пирки уголовнăй ĕç пуçарса тĕрлĕ енлĕ явап тыттарнă.

Район прокуратурин ĕçĕнче граждансен социаллă прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăрать. Акă иртнĕ çул çак тĕлĕшпе район сучĕсене 660 искпа заявлени ярса панă. Вĕсенчен 550-шĕ ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннисем пулнă. Пурне те вĕсене судсенче пăхса тухнă, 1 млн та 316 пин тенкĕ ĕç укçине тÿлесе татмалла тунă. Унсăр пуçне прокуратура следствипе дознани органĕсем процессуаллă ĕç-хĕле мĕнле пурнăçланине те пăхса тăрать. Кăçал вĕсем саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Прокуратура ĕçченĕсем район сучĕсенче пăхса тухнă 173 уголовнăй ĕç айăплавĕпе майлă пулнă.

Пĕтĕмĕшле илсессĕн, 2009 çулхи кăтартусем, ун умĕнхипе танлаштарсан, лайăхрах. Çакă прокуратура ĕçченĕсем çине тăрса ĕçленĕрен, уйрăммăн илсен прокурор заместителĕ Г.Демьянов, Ю.Никифоров помощник, Э.Гордеева специалист, Д.Никулин водитель тăрăшуллăрах пулнинчен килнĕ. Паян вĕсене, прокуратурăн ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп.



12 января 2010
00:00
Поделиться