Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нумайлăха асра юлĕ

Мускав Кремлĕ. РФ Президенчĕн Д.Медведевăн Çĕнĕ çул елкине Чăваш Енрен пурĕ 50 ача хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен И.Шмелева (11 кл) тата А.Матвеев (7кл). Çак чаплă уява хутшăннисем валли анлă программа хатĕрленĕ: вĕсем ташлакан фонтансен музейĕнче, дельфинаринче тата ытти паллă вырăнсенче пулса курнă. Кĕскен каласан, юлташĕсене каласа кăтартмалли ачасен чылай.

Районти Культурăпа кану центрĕ. Район пуçлăхĕн ыркăмăллăх Раштав елки районти Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Унта нумай ачаллă, сахал тупăш илекен, ăнăçсăр çемьесенчи ачасем, çавăн пекех ачасен юхăмĕн обществăлла организацин активисчĕсем пухăннă. Çĕнĕ çул тата Раштав праçникĕсем ячĕпе район пуçлăхĕ В.Кириллов, çавăн пекех райпо канашĕн председателĕ К.Никитин пурне те ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Иртнĕ çул тĕрлĕ енлĕ палăрнă ачасене Çĕнĕ çул кучченеçĕпе парнесем пачĕç. Сцена çинче районти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем юрă-ташăсемпе саламларĕç. Унтан праçник Раштав елки ларнă залра малалла тăсăлчĕ. Театрализациленĕ представлени ачасен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Пĕр харăсах хĕлĕн виçĕ сăнарĕ - Хĕл Мучи, Санта Клаус, Дед Мороз - ачасене чылайччен савăнтарчĕç. Вĕсем елка тавра тĕрлĕ юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç.

Çĕнĕ Çул ячĕпе ятарласа хатĕрленĕ костюмсемшĕн парнесем пачĕç. Уява хутшăннă ачасем пурте район пуçлăхĕн парнисене тивĕçрĕç. Пылак кучченеçĕсене вара райпо ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Ачасене печени-премĕксемпе тата пылак чейпе сăйларĕç. Çак вăхăт тĕлне райпо системи кашни çулах «Ачасем валли - шоколад» акци ирттернине те палăртса хăварма кăмăллă.

«Березка» ача сачĕ. Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕ кашни çыншăн чи савăнăçлă уявсенчен пĕри пулĕ, ача-пăчасемшĕн вара пушшех те. Чăрăшсене илемлетни тата парнесем пани кăна илĕртмест вĕсене, çак вăхăта вĕсем хăйсене праçникĕн пĕр пайĕ тесе шутлаççĕ. «Березка» ача садĕнче вара (миçемĕш çул-ши!) Çĕнĕ çула хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Çак вăхăт умĕн кунта уявсем ирттермелли залра эрнипех ача-пăчан хаваслă сассипе юрă-кĕвĕ кĕрлесе тăрать, мĕншĕн тесен кунта çÿрекен ачасен кашни ушкăнĕ хăйне евĕрлĕ тĕрлĕ сценарисемпе Çĕнĕ çула кĕтсе илеççĕ. 2010 çула та вĕсем хаваслă туйăмпа кĕтсе илчĕç.



12 января 2010
00:00
Поделиться