Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи пултаруллисене - Президент стипендийĕ

Çулсерен республикăри чи пултаруллă та пуçаруллă 100 çамрăка ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине параççĕ. Иртнĕ çул та, декабрĕн 26-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн, республика пуçлăхĕ уйрăмах пултаруллă тата тĕллевлĕ пулнăшăн çамрăксене тата студентсене ятарлă стипенди парасси çинчен хушăва алă пусрĕ.

Çак хушу тăрăх Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ çамрăксем кашни уйăхрах çулталăк тăршшĕпе 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем тунă çамрăк яшсемпе хĕрсем пирĕн районта та пур. Президент стипендине илме çак яшсемпе хĕрсем тивĕçрĕç: Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министерствин «В.Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен 7 номерлĕ ятарлă спорт шкулĕ» республикăри патшалăх учрежденийĕн вĕренекенĕ Вера Сергеевна Андреева, «А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕ» муниципаллă учрежденийĕн вĕренекенĕ Руслан Алексеевич Боредский, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Степан Олегович Викторов.

Çакна палăртса хăвармалла: пултаруллă тата пуçаруллă çамрăксене пулăшса пыни, вĕсене валли малалла аталанмашкăн пирĕн республикăра условисем туса пани патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать.



15 января 2010
00:00
Поделиться