Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача пурри хăй телей

Нумайччен кĕтнĕ Çĕнĕ çул уявĕ çитсе иртсе кайрĕ. Çак асамлă кунсенче кашниех пĕтĕмлетÿ тăвать, малашнехи тĕллевсене палăртать. 2009 çул Чăваш Енре Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулчĕ, Раççейĕпе вара - Çамрăксен çулталăкĕ. Çак вăхăт кашни отрасльте ĕçлекенсемшĕн хăйне евĕрлĕ иртрĕ темелле. Паян вара сăмах райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникне В. ВОЛКОВАНА парар.

Пирĕн ĕç районта пурăнакансемпе тÿрремĕнех çыхăннă, мĕншĕн тесен çын çуралать-и, çамрăксем пĕрлешеççĕ-и, тепĕр чухне уйрăлаççĕ-и, вилĕмсĕр тĕнче çук тенĕ пек, вилеççĕ-и - çак пур пулăмсем те районти ЗАГСпа çыхăннă. Çапла вара пĕтĕмĕшле илсен, 2009 çул районта пурăнакансемшĕн начарах пулмарĕ темелле. Малтанах ачасем çуралассине илес пулсан, 277 ача çуралнă, вĕсенчен 135-шĕ арçын ача, 142-шĕ хĕр ача. Ачасем вара çут тĕнчене икшерĕн те, виçшерĕн те килме кăмăл турĕç. Акă, йĕкĕреш ачасем виçĕ çемьене килнĕ, тепĕр çемьене вара пĕр харăсах виçĕ ача савăнтарнă. Арçын ачасене ытларахăшĕ Кирилл, Даниил, Дмитрий тесе чĕнме кăмăлланă, хĕр ачасене - Анастасия, Анна, Мария. 115 ача вара çемьере пĕрремĕшсем пулнă, 102-шĕ - иккĕмĕшсем, 47-шĕ -виççĕмĕшсем тата ытти те. 2008 çулта вара çут тĕнчене 262 ача килнĕ пулнă. Кăçал районти ЗАГС уйрăмĕнче пĕрремĕш ачана Энĕшпуçĕнчи Сергей Петровичпа Альбина Анатольевна Николаевсен Анатолий ывăлне регистрациленĕ.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула ачасен ашшĕсене вăхăтра çирĕплетменни те час-часах килсе тухать. Хăш-пĕр çемьере вара каярахпа ашшĕ пулнине хут çинче çирĕплетеççĕ. Кун пеккисем 2008 - 2009 çулсенче 37-шер пулнă. Тепĕр чухне хăш-пĕрисене ячĕ тата хушамачĕ килĕшмест, вĕсем тÿрех ЗАГС пайне çул тытаççĕ, кунта вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме май килет те. 2008 çулта 3 çын, пĕлтĕр - 8 çын ятне е хушаматне, ашшĕ ятне ылмаштарнă. Хушаматсене ытларах чухне мăшăрланнă е уйрăлнă чухне ылмаштараççĕ. Ача-пăча икĕ çын пĕр шухăшлă пулмасăр çуралмасть тенĕ пек, çемье çавăракансем те сахалах мар. 2008 çулта 141 çемье çавăрнă пулсан, 2009 çулта вара -140. Çаксенчен виççĕшĕ çул çитмесĕр качча тухнă е авланнă. Çынсем ытларах 18-24 çулалла çитсен çемье çавăрма шут тытаççĕ пулсан, 25-39 çулалла çитсен вара темшĕн çемьепе пĕрле пурăнасшăн мар - уйрăлаççĕ. Çапла вара 2008 çулта 69 çемье саланнă пулсан, 2009 çулта çак цифра 79 çитнĕ.

Çын çуралать пулсан, вилесси те пулатех ĕнтĕ, ку пурнăçăн саккунĕ. Çапла вара 2008 çулта районта 468 çын леш тĕнчене ăсаннă, 2009 çулта - 254 арçынпа 218 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнăç шайĕ 60 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен - 75.

Куратпăр, пирĕн пайăн ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе эффективлăха ÿстерес тесе тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен пирĕн ĕçрен те ахаль çынсем патшалăх тытăмĕ çине мĕнле куçпа пăхасси килет.



19 января 2010
00:00
Поделиться