Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пичет кунĕсен ячĕпе

Январĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Чи малтанах журналистсене, издательсемпе полиграфистсене ЧР Президенчĕ Н.Федоров саламларĕ. Журналистикăна чи юратнă ĕç вырăнне хурса суйласа илнисен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăккине çирĕплетрĕ. Чăваш Енре 400 массăллă информаци хатĕрĕ (пысăк пайĕ - пичет кăларăмĕсем) ĕçлет. Вĕсен Интернет-порталне кĕресси, 2008 çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ÿснĕ. Кризис йывăрлăхĕ пичет кăларăмĕсене те пырса тиврĕ пулсан та, республикăри изданисен тиражĕ чакмарĕ, чăваш кĕнеке издательствинче кĕнекесем кăларасси 7 процент ÿсрĕ те.

Журналистсем цивилизаци çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче саракансем пулнă май, Николай Васильевич вĕсене малалла вăренме, ăнăçупа телей, юрату сунчĕ. Унтан пухăннисене професси уявĕ ячĕпе ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров саламларĕ. Çемен Элкер, Н.Никольский ячĕллĕ, Етĕрне райадминистрацийĕпе Чăваш Ен Журналистсен союзĕн пĕрлехи премийĕсене пачĕ. Чăваш артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Савăнăçлă пухăва «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.



19 января 2010
00:00
Поделиться