Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăка чармасан ватта вăй килет

Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи административлă йĕркелĕхе пăсни çинчен»саккунĕн 24.1, 33-мĕш статйисене 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕсемпе ачасене пĕлÿ, воспитани, социаллă хÿтлĕх паракан, вĕсен сывлăхне сыхлакан организацисемпе уйрăм предпринимательсем административлă явап тытма пултараççĕ.

Енчен те 18 çула çитмен çамрăксем каçхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсемсĕр обществăлла вырăнсенче, эрех-сăра сутакан, обществăлла апатлану точкисенче, Интернета кĕме май пур çĕрте çÿреççĕ пулсан, должноçри çынсене пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчисене 3 пинрен 5 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

Аса илтеретпĕр - 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче ачасене хÿтĕлес тĕлĕшпе йышăннă саккун тăрăх «Каçхи вăхăт» шутне 23 сехетпе 6 сехет (июнĕн 1-мĕшĕ - августăн 31-мĕшĕ), ытти вăхăтра 22 сехетпе 6 сехет хушши кĕрет. Асăннă вăхăтра çул çитмен ачасем эрех-сăра сутакан çĕрте çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕсене 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штраф хураççĕ. Çак заведенисене тытса тăракан должноçри çынсене 1 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин, юридици сăпатĕнчисене 3 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.



22 января 2010
00:00
Поделиться