Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Бассейнра - пĕрремĕш ăмăрту

 

Вăрмар поселокĕнче «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ туса лартни районта пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç. Ара, тăрă та ăшă шывра ишсе киленесси çинчен халиччен кам ĕмĕтленме пултарнă? Халĕ акă, пăх та - кур, ялсенчен те чылай çÿреççĕ кунта. Нумайăшĕ вара бассейнра ишес енĕпе ăмăрту ирттерессе сахал мар кĕтрĕç. Малтан ăмăрту кунне те палăртнăччĕ-ха. Çанталăк тăруках сивĕтсе кайнипе ăна тепĕр вăхăта куçарма тиврĕ. Нимĕн те тăваймăн, çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Акă, тинех «Раштав хумĕсем» уяв ăмăртăвĕн кунĕ çитсе тăчĕ.

 

Районти кашни шкултан тенĕ пекех тата предприятисемпе организацисенчен пурĕ 14 шкул команди, 111 спортсмен тата уйрăм çынсем 38 хутшăнчĕç тупăшăва.

- Иртнĕ çул районта пурăнакансемшĕн паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Республика кунне пирĕн районта ирттернĕ май, праçник тĕлне Вăрмар поселокĕнче историпе тавра пĕлÿ халăх музейне тата çак комплекса хута ятăмăр. Хуларинчен пĕрре те кая мар комплекс. Район ĕçченĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе пысăк парне пулчĕ. Кунта ишме вĕренме те, ăмăртусем ирттерме те пур условисем те çителĕклĕ. Вăрмар район историйĕнче паян прремĕш хут шывра ирĕклĕ майпа ишес енĕпе ăмăрту ирттеретпĕр. Комплексра ăста специалистсем ĕçлеççĕ. Паянхи ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçусем сунатăп, - тенĕ район пуçлăхĕ Вячеслав Николаевич Кириллов ăмăртăва хутшăнакансене саламланă май.

«Раштав хумĕсем» уяв ăмăртăвне хутшăннисене çавăн пекех район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов саламланă.

Шкул ачисем эстафетăра ăмăртнă. 1996-1997 çулсенче çуралнă икĕ хĕр ача тата икĕ арçын ача 25х25 метрлă дистанцире ăмăртнă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем чи пултаруллисем пулнă. Шкул чысне С.Ефремов, К.Михайлова, Ф.Афанасьева, Д.Васильев тата ыттисем хÿтĕленĕ. Чупай шкулĕн команди - иккĕмĕш, Çĕнĕкинчерсем виççĕмĕш вырăнсенче.

1994-1995 çулсенчи икĕ хĕр ача - 25 метра, икĕ арçын ача 50 метра ирĕклĕ майпа ишнĕ. Чупайсем пултаруллăрах пулнă, дистанцие чи малтан ишсе тухнă. Командăри К.Линга, И.Потанина, А.Дмитриев, В.Иванов вĕренекенсем хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне панă. Иккĕмĕш вырăнта - Пысăкенккассисем, виççĕмĕшĕнче - Пинерсем.

1992-1993 çулсенчи хĕр ачасем - 25 метрлă, арçын ачасем 50 метрлă дистанцисенче тупăшнă. Ку хутĕнче эстафетăра Энĕшпуçсем мала тухнă. Командăри Н.Павлова, И.Семенова, Ю.Николаев, А.Иванов шкул чысне чăннипех те пултаруллă хÿтĕленĕ. Мăнçырмасем - иккĕмĕш, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çитĕнсе çитнисем хушшинче тупăшу уйрăмах çивĕч иртнĕ.

30 çулхи тата унтан аслăрах хĕрарăмсем 50 метрлă дистанцире тупăшнă. Район больницин врачĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Л.Чернова дистанцие чи малтан вĕçленĕ. К.Линга (Чупай) - иккĕмĕш, И.Иванова (Пысăк Енккасси) виççĕмĕш пулнă. А.Федорова (Аслă Чак) тăваттăмĕш вырăна тухнă.

18-30 çулсенчи арçынсенчен Д.Ивановпа А.Кочнеев (Вăрмар поселокĕ) - пĕрремĕшпе иккĕмĕш, П.Иванов (Куславкка хули) виççĕмĕш вырăна тухнă.

30 çулхи тата унтан та аслăрах арçынсен хушшинче 50 метрлă дистанцире О.Иванов (комплекс директорĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. В.Сорокинпа (Кĕтеснер) И.Иванов (Энĕшпуç) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

- Бассейнра ирĕклĕ майпа ишес енĕпе кăçал ăмăрту пĕрремĕш хут йĕркелерĕмĕр пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ. Çакăн пек мероприятисене малашне те тăтăшах йĕркелеме тăрăшатпăр. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе арçын ачасемпе, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн хĕр ачасемпе ирттерме палăртнă. Çапла эпир лайăх пуласлăхлă чи вăйлă ишекенсене суйласа илсе вĕсемпе уйрăммăн ĕçлеме пуçлатпăр. Майĕпен республикăра ирттерекен ăмăртусене те хутшăнма тытăнăпăр, - терĕ физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Олег Николаевич Иванов.




22 января 2010
00:00
Поделиться