Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Студентсемпе Татьянăсен кунĕ

Январĕн 25-мĕшĕ - Студентсен кунĕ. Халăхра ăна халĕ ытларах «Татьяна кунĕ» ятпа чыслаççĕ, сумлаççĕ. Ăçтан пуçланса кайнă-ха çак хăйне евĕрлĕ çулталăк календарĕнче сумлă ят тупнă уяв?

Шăпах 255 çул каялла, 1755 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 12-мĕшĕнче) Елизавета Петровна императрица Мускавра Раççейре пĕрремĕш университет уçăлнине палăртса ятарлă Указ кăларнă. Ун хыççăн I Микулай патшан Указĕ тухнă. Унта вăл университет уçăлнă куна мар, ăна çирĕплетни çинчен калакан акт çине алă пуснă куна уявлама хушнă. Çапла майпа, монарх ирĕкĕпе, студентсен праçникĕ - Татьяна кунĕ - çуралнă. Çак кун хаваслă студентсем, пĕр-пĕринпе ытамлашса, юрăсем шăрантарса çур çĕрчченех Мускав тăрăх ярăнса çÿренĕ - тăтăшах пĕр юрă юрланă. Вăл вара пĕр рифмăпа вĕçленнĕ: «Спьяна» - «Татьяна». Ирхине швейцарсем çамрăксен çурăмĕсем çине пурăпа вĕсен адресĕсене палăртса çырса тухнă, «тÿнсех кайман» юлташĕсем вĕсене килĕсем тăрăх леçсе çÿренĕ. Полици ĕçченĕсене çÿлтен çапларах хушнă: çил вĕрнипех, унталла-кунталла сулăнса каякан студентсене арестлеме юрамасть...

1885 çулта вырăссен паллă çыравçи Антон Чехов Татьяна кунне паллă тунине çапларах çырса кăтартнă: «Çак кун, Мускав юхан шывĕсĕр пуçне, пурте ĕçрĕç. Вăл та шăнса ларман пулсан, карланкине йĕпетнĕ пулĕччĕ...»

Татьяна кунĕнче тĕрлĕ йăла-йĕрке пулнă. Вĕсенчен пĕри - ватти те, вĕтти те таврари чи çÿллĕ вырăна хăпарса тăрса хĕвел çине пăхса хăйĕн çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлама ыйтнă.

Çак кун ячĕпе çĕршывра та, республикăра та тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Вăрмарсем те айккинче тăрса юлмаççĕ. Тĕп библиотекăра «Татьянăсен кунĕ» курав-салам, Культурăпа кану центрĕнче «Унăн ячĕ Татьяна» уяв каçĕсем иртĕç. Ялти культура учрежденийĕсенче те çак куна паллă тăвĕç.

Татьяна - грек чĕлхинчен кĕнĕ ят - Татиана. «Палăртса хунă», «тĕллевленĕ» тенине пĕлтерет.

Астрологи характеристики. Зодиак палли - Вăкăр. Планета - Марс. Ят тĕсĕ - хăмăр, хĕрлĕ. Ытларах килĕшекен тĕс - çутă-сарă. Чул - талисман - гелиодор, тигр куçĕ.



22 января 2010
00:00
Поделиться