Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улшăнусене вăхăтра ĕçе кĕртер

Чăваш Республикин «Уйрăм граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли социаллă пулăшу çинчен» саккунне 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен педагогика работникĕсене социаллă пулăшу памалли çинчен калакан пайĕнче улшăнусем кĕртнĕ.

РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ системинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн малтан панă çăмăллăха улăштарса кашни уйăхри расхутсемшĕн укçан компенсаци пама йышăннă.

Вĕрентÿ учрежденийĕнчи педагогика работникĕсем пурăнмалли кил-çуртшăн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан социаллă пулăшушăн кашни уйăхра укçан е тăкаксемшĕн компенсаци илме те пултараççĕ. Компенсацине кашни уйăхра пурăнмалли вырăншăн тата ăна хутса ăшăтнăшăн, çутăшăн тÿленинчен шута илсе шутласа параççĕ. Çак çăмăллăхсенчен пĕрне кăна суйласа илме юрать.

2010 çулшăн социаллă пулăшу илме хăш тĕсне суйласа илме кăмăл тунине палăртса педагогика работникĕсен 2010 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла. Суйласа илнĕ тĕсе вара пĕр çулталăк хушши каялла-малалла улăштарма май килмест. Тивĕçлĕ канури тата «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вĕрентекенсем те çак социаллă пулăшури хăйсене килĕшекен тĕсне суйласа илме пултараççĕ. Вĕсен те хăйсен кăмăлне палăртса кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла. Заявленисене районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайне илсе килмелле.




22 января 2010
00:00
Поделиться