Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инкек пирĕнтен аякра çÿретĕр

Иртнĕ çул пирĕн районта пурăнакансемшĕн сахал мар лайăх пулăмсемпе палăрса юлчĕ. Ял хуçалăхĕнче, строительствăра, промышленноçра, социаллă аталанура палăрмаллах çитĕнÿсем тунă. Çав вăхăтрах чуна ыраттаракан, çынсене нимсĕр-мĕнсĕр тăратса хăварнă синкер пулăмсем те сахал мар пулчĕç.

Сăмах кунта пушар хăрушсăрлăхĕ пирки пырать. Нумайăшĕ «Инкек пирĕнтен аякра çÿрет», - теççĕ-ши? Асăрханулăхпа тимлĕх пирки мансан вăл хăй çинчен тÿрех аса илтерме пултарать-çке. Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсан, вăл пире пĕрре те савăнтармасть. Иртнĕ çул районта пурĕ 37 пушар тухнă. Пурĕ 1310800 тенкĕ тăкак кÿнĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарас пулсан, пушарсен шучĕ 10 ытларах пулнă, унта пурĕ 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсем ытларах Вăрмар хула, Пысăк Енккасси, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Чулкас ял тăрăхĕсенче пулнă. Çакна палăртма кăмăллă: пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçласа пынипе, ăнлантару ĕçне лайăх йĕркеленипе иртнĕ çул Арапуç, Энтрияль, Мăнçырма, Чупай, Энĕшпуç, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пушар тухнă тĕслĕхсем пачах та пулман. Çакна ырламалла кăна.

Пушар хăрушлăхĕ çинчен тăтăшах калаçусем, тĕрĕслев рейчĕсем ирттеретпĕр, район хаçатĕнче материалсем пичетлетпĕр пулин те унăн «çимĕçне» курмастпăр-ха. Пĕлтĕр пушарта пурĕ 22 кил-çурт кĕлленсе 864000 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çавăн пекех 6 мунча, выльăхсем усрамалли 4 вите тата ытти те пушарта çунса юрăхсăра тухнă.

Пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем шутланаççĕ: çурта юрăхсăр кăмакасемпе хутса ăшăтни, электричество приборĕсем юсавсăр пулни, ачасем вут-кăварпа ашкăнни, вут-кăварпа тата пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманни, кĕске замыкани тата ытти те. Çак кăлтăксене пула 62 пин тенкĕлĕх тăкак курнă.

Пермьри хăрушă инкек пире пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлĕрех пулма хистет. Ку енĕпе сахал мар тăрăшатпăр пулин те, «хĕрлĕ автансем» авăтма чарăнмаççĕ-ха. Çакă эпир ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленинчен килет. Кăçалхи январь уйăхĕнче кăна виçĕ пушар тухрĕ. Кĕтеснерте тата Хĕрлĕçырта пулнă пушарсенче пурăнмалли çуртсем кĕлленнĕ. Пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Чулкас ялĕнчи пĕр хуçалăхра мунча çунса юрăхсăр тухнă.

Пушар - хăрушă инкек. Çавăнпа та ку енĕпе пурин те асăрхануллă пулмалла.



26 января 2010
00:00
Поделиться