Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каскаламасăр калăп та пулмасть

«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи иртнĕ çулсенче мĕн тунипе çеç лăпланса лармасть, шав малалла аталанать. Хальхи вăхăтра кунта паха йышши тимĕртен 40 тĕрлĕ ытла продукци туса кăлараççĕ. Тимĕртен алăксем, чĕнтĕрлĕ решеткесем, картасем, чечексем лартмалли эрешлĕ хатĕрсем, урнăсем, шыв валли савăтсем ăсталаççĕ. Унсăр пуçне лифт валли запас пайсем кăлараççĕ.

Хатĕр продукцине Мускав хулине ăсатаççĕ. Иртнĕ çултан пуçласа тимĕр хапхасем ăсталама пуçланă. Çавăн пекех тĕрлĕ калăпăшлă теплицăсем те кăларма тытăннă. Теплица тенĕрен, унăн каркасне профильлĕ пăрăхран ăсталаççĕ, ăна сотовăй поликарбонат листисемпе витеççĕ. Çак строительство материалĕ шăрăха та, сивĕне те чăтать. Унпа пĕрлех лартнă пахча çимĕçе хĕвелĕн пайăркисенчен те сыхлать. Тепĕр майлă каласан вĕсене ĕнтсе ямасть. Пахча çимĕç ăстисем валли хамăр районта кун йышши таварсем туса кăларни питĕ меллĕ. Ăна вĕсем аякка каймасăрах хăйсене мĕнлерех йышши кирлĕ, çавна туянма пултараççĕ.

«Рынок экономикин тапхăрĕнче пурăнатпăр. Предприяти ăнăçлăхĕ конкуренцире çĕнтерме пултаракан пахалăхлă тĕрлĕ йышши продукци кăларнинчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та эпир халăх ыйтакан тавара кăларма тăрăшатпăр», - тет О.Венедиктов директор.

Продукци кăларнипе пĕрлех пурлăхпа техника базине те вăйлатсах пыраççĕ вĕсем. Кунти кантура, цеха шал енчен те, тулаш енчен те евроюсав ĕçĕсем пурнăçланă, вĕсенче çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Рабочисене тăрăшса вăй хумашкăн пур условисем те çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 21 çын тăрăшса вăй хурать. Кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшса, вĕрентсе, ăс парса пынипе çитĕнÿ тăваççĕ вĕсем. Коллектив туслă та çирĕп, кашни хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста. Çавăнпа та общество ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Иртнĕ çула та вĕсем лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ, кăçал та тĕллевсем пысăк вĕсен. Апла пулсан районта предприятисем çирĕп утăмсемпе утăмласса шанас килет.



26 января 2010
00:00
Поделиться